16 июля 2011 г.
Районти тĕп больницăна кашни кунах вуншар çын йышăнăва килет. Тĕрлĕ чир аптăратать ял çыннине. Çапах та юлашки çулсенче врач патне йытă çыртнипе килекенсем йышланни шухăшлаттарать. Çу уйăхĕнчен пуçласа паянччен районти тĕп больницăна йытă суранлатнипе 23 çын пулăшу ыйтма пынине регистрациленĕ. Вăл шутран 10 ача. Сăмахран, çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче тăруках тăватă çынна васкавлă пулăшу машинипе больницăна илсе çитернĕ. Вĕсенчен иккĕшне хирурги уйрăмне вырттарсах сипленĕ. Йытă çыртнă тĕслĕхсем ытларах Елчĕк (10 çын), Курнавăш (5), Аслă Елчĕк (4) ял тăрăхĕсенче пулнине палăртнă. Çавăн пекех пĕр ачана кушак çыртнă. Йытăсем ирĕкре çỹреме юраманни тата хуçасăр йытăсене пĕтермелли çинчен тăтăшах калаçатпăр. Анчах çав-çавах вĕсем, ытларах ачасене, сиен кỹреççĕ. Çуллахи вăхăтра ялти урамсенче ача-пăча уйрăмах нумай. Хуларисем те ывăл-хĕрĕсене яла каникула килсе яраççĕ. Çавна май аслашшĕ-асламăшĕн мăнукĕсене куç умĕнчен вĕçертмелле мар, асăрхасах тăмалла. Ял тăрăхĕсен, выльăх чирĕсене хирĕç кĕрешекен ветеринари станцийĕн пуçлăхĕсен нивушлĕ йытăсене "çăварлăхлама" майсем çук? Йĕркесĕрлĕхе пула пирĕн пуласлăх шар курать.