Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тăрăхри продукци - чи пахи

16 июля 2011 г.

Елчĕк район администрацийĕнче "Органика" лавккасем уçас плана ĕçлесе хатĕрленĕ. Çак лавккасенче вырăнта кăларакан экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци сутĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Анисимова "Прогресс" ЗАО ертỹçипе П.Скворцовпа çакăн евĕр пĕрремĕш лавкка уçас ыйтăва ĕçлĕ тĕл пулура сỹтсе явнă. Г.Анисимова палăртнă тăрăх, "Прогресс" хуçалăхри тавар туса кăларакансенчен паянхи кун та халăх нумай ыйтакан продукци - сĕт, аш-какай, çăкăр, кĕрпе - туянма пулать. 2011-2012 çулсенче Елчĕкре тата районти ытти ялсенче "Органика" лавккасене темиçе те уçма палăртнă. Çакă тавар туса кăларакансене хăйсен таварне вырăнтах ăнăçлă сутма, халăха вара пысăк пахалăхлă продукцие кăмăллă хаксемпе туянма май парать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика