Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçлă ăмăртнă

13 июля 2011 г.

Ăнăçлă ăмăртнă Пĕр эрне ачасен сассисемпе тулчĕ Канаш районĕнчи Асхва ял тăрăхĕ çывăхĕнчи Кĕçĕн Çавал юхан шывĕн çыранĕ. Кунта çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисен республикăри финалĕ иртрĕ. 43-мĕш вăййа республикăри районсенчен килнĕ 60 команда хутшăнчĕ. Пирĕн район чысне Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам тата Энтепери тĕп шкулсенчи çамрăк армеецсем хỹтĕлерĕç. Ăмăртăва хутшăннисем хăйсен вăйĕпе, чăтăмлăхĕпе, тỹсĕмлĕхĕпе, çар теорине пĕлнипе, пĕлĕве практикăра тухăçлă усă курнипе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем 20 енлĕ ăмăртура, конкурссенче вăй виçрĕç. Ăмăртусем 9 блокпа иртрĕç: пултарулăх, теори, спорт, çар хатĕрленĕвĕ, туризм, хăрушсăрлăх шкулĕ, хăйне евĕр условисене чăтса ирттерни, палатка хулинче пурăнма хăнăхасси, вĕрентекен - наставник. Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи çамрăк армеецсем "Орленок" вăйăра ăнăçлă ăмăртрĕç. Чăрмавсене çĕнтерессипе тата çарти нумай енлĕ ăмăртура пĕрремĕш, шывра ишекенсен эстафетинче иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Физкультура учителĕ О.Осипов "Вĕрентекен - наставник" конкурсра 40 çула çитичченхи ỹсĕмри вĕрентекенсенчен III вырăна тухрĕ. Республикăри 22 командăран Çирĕклĕ Шăхальсем 8-мĕш вырăнта. Командăна ăмăртăва О.Осипов, В.Чернова педагогсем хатĕрленĕ. Сăн ỹкерчĕкре: Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи çамрăк армеецсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика