09 июля 2011 г.
Пирĕн çĕр-шывра виççĕмĕш çул "Мана пурнăç парнеле" акци пырать. Вăл утă уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен тăсăлать. Ăна Раççейри социаллă культура ĕçĕсен фончĕ ирттерет. Фонда ертсе пыраканĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн мăшăрĕ _ С.Медведева. Çак акци аборт проблеми çинчен шухăшлама чĕнет, унăн сиенĕ пирки тĕплĕн ăнлантарать. Хальхи вăхăтра пирĕн çĕр-шывра аборт проблеми çивĕч тăрать. Ăна тăвакансен шучĕ чакать пулсан та, кашни çулах 1,6-1,7 млн çын операци сĕтелĕ çине выртать. Ученăйсемпе генетиксем çирĕплетнĕ тăрăх, çыннăн пурнăçĕ хĕрарăмпа арçыннăн ар клеткисем пĕрлешнĕ хыççăн пуçланса каять. Çак пĕрремĕш клетка Зигота _ чăннипех те çын. 18 кун иртсен пулас ачан чĕри тапма пуçлать, пуç мими тата çурăм шăмми, нерв системи аталанать. 21 кунтан ачан юн çаврăнăшĕ пуçланать, унăн юнĕ амăшĕн юнĕпе хутшăнмасть. 4 эрне иртсен çурăм шăмми, аллисем, урисем, куçĕсем, хăлхисем аталанаççĕ. 5 эрнере куçĕ хуралать. 6 эрнере пуç мими ĕçлеме пуçлать. Унăн тăршшĕ _ 4,5 см. 8 эрнере пулас ача пỹрнине ĕмме пултарать. 10-11 эрнере куçне, чĕлхине вылятать, куçне уçса хупать, çамкине пĕркелентерет. 12 эрнере ача çутта, ăшша, сасса сисет, çывăрать, вăранать, хусканусем туса мышцисене çирĕплетет, пуçне пăрать, ура, алă пỹрнисене хуçлатать. Çемьере ачана кĕтеççĕ пулсан, пулас амăшне май килнĕ таран упраççĕ. Сывă ача çуралтăр тесе ăна пур услови туса параççĕ. Анчах та ачана çемьере кĕтмеççĕ пулсан, хĕрарăм хырăмри ачана вĕлерет. Тăшмана вĕлерме пулать, пулас ача вара мĕнпе айăпа кĕчĕ-ши? Амăшĕшĕн вăл тăшман вырăнне пулчĕ-ши? Аборт _ хĕрарăм сывлăхне хавшатакан операци. Кунта пациент _ ача вилет. Хырăм пăрахнă хыççăнхи чирсем питĕ хăрушă. Хăшĕ-пĕрисем çийĕнчех пуçланаççĕ, теприсем кăштах вăхăт иртсен. Аборт тунă вăхăтра маткăна шăтарас, пыршăсене сиенлетес хăрушлăх пур. Юн вăйлă кайма, ар органĕсем шыçма пултараççĕ. Хĕрарăма вăхăтра пулăшу памасан вăл вилме те пултарать. Каярахпа палăракан чирсем _ шалти ар органĕсем шыçни, уйăх хушши пăтрашăнса кайни, урăх ача çуратайманни. Хĕрарăмăн хăйĕн сывлăхĕ кăна мар, каярахпа çуралакан ача сывлăхĕ те япăх пулать. Опыт çакна кăтартса парать, ача пăрахнă хĕрарăмăн кайранхи пепкисем чирлĕ çуралаççĕ, çуралсан час кăшкăрса яраймаççĕ, кăвакараççĕ, ачан пуç миминче юн чупасси пăсăлать. Кун пек ачасем малалла та йĕркеллĕ аталанаймаççĕ. Ача пăрахнă хыççăн хĕрарăмăн психики улшăнма пултарать. Мăшăрсен хушшинчи хутшăнусем япăхланаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе ытларах хирĕçеççĕ, курайми пулаççĕ, уйрăлса каяççĕ. Çапла вара çемье те арканать. Америка врачĕ Бернард Нотансон "Сасăсăр кăшкăру" кинокартина ỹкернĕ. Вăл ультразвук аппарачĕпе аборт вăхăтĕнче пепке хăйне мĕнле тытнине кăтартса панă. Ача чĕри хăвăрт тапма пуçлать, вăл инструментсенчен аяккалла тарать, хăвăрт хускалма пуçлать. Ача çăварне уçать, сассăр кăшкăрать, пире унăн сасси илтĕнмест. Ачан кĕлеткине инструмент пайăн-пайăн вакласа кăларать...