Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелнĕ кĕпер

09 июля 2011 г.

Çĕнелнĕ кĕпер Таяпа Энтринчи тимĕр-бетон кĕпере çак кунсенче çĕнĕ сăн кĕнĕ. Ялти пенсионерсем асфальт сарнă çул айккисене çум курăкран тасатни çинчен эпир маларах хамăр хаçатра çырнăччĕ. Ватă çынсенчен Йăлăмкасра пурăнакансем те юласшăн мар. Ял старости Петр Васильев тата Борис Чуманов пуçарнипе çак урамра пурăнакансем _ çитĕннисем, ватăсемпе çамрăксем ял варринчи тимĕр-бетон кĕпере тирпей-илем кĕртме тухнă. Вĕсем кĕпер çинче пуçтарăннă çĕр тăпрана малтанах шыв сапса çемçетнĕ, унтан ăна хырса, шăпăрпа шăлса тасатнă. Нумай çул каялла туса лартнă кĕперĕн тимĕр карлăкĕсем вăхăт иртнĕ май чылай çĕрте хăйпăнса кайнă. Арçынсем электросварка аппарачĕпе вĕсене шанчăклăн çыпăçтарнă. Унтан тимĕр карлăксене икĕ тĕспе сăрласа илемлетнĕ, бетон конструкцисене шуратнă. Кĕпер куç умĕнчех çĕнелсе улшăннине халĕ тỹрех асăрхама пулать. Сăн ỹкерчĕкре: пĕрле кар тăрсан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика