06 июля 2011 г.
Кашни çын тăван ял сăн-сăпачĕ илемлĕ те тирпейлĕ пулассишĕн тимлемелле. Тирпей-илеме курса çитĕнекен ача-пăча та малашлăхра çав еннех туртăнĕ, вĕсем хăйсен ачисене тирпейлĕ пурăнма вĕрентĕç. Çак кунсенче район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Л.В.Павлова тата Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Н.Власов тата унăн çумĕ Л.Н.Морозова ял тăрăхĕн Депутачĕсен пухăвĕ йышăннă Ялсен тирпей-илем правилисене (№ 5 Ỹ 1№ 15.07.2008) тата Санитари тирпейлĕхĕн схемине (№ 10 Ỹ1№ 09.12.2008)Таяпа Энтри тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсенче мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Шел пулин те, чылай çĕрте çитменлĕхсем асăрхама тỹр килчĕ. Чылайăшĕн умĕнче темиçе çул ĕнтĕ строительство материалĕсем, кирлĕ мар ăпăр-тапăр вырăн тупнă. Çакă, паллах, илемлĕ те хăтлă çуртсен умĕсене илем кỹместех, сăнран ярать. Урам хушшипе сарса панă асфальтлă çул та умсене тирпейлеме хистеймест теприсене. Кĕçĕн Таяпа ялне пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă Симĕс тата Хурăнлăх урамĕсем вара районти чылай ял урамĕнчен хăй евĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Кунта пурăнакансем пỹрт умĕсене карта тытса тепĕр "хуçалăх" йĕркеленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн картасем кивелсе çĕрĕшнĕ, хуçăлса пĕтнĕ. Картара лартнă йывăçсем те тахçанах качакасем кăшлассинчен иртнĕ. Картасенче кунсăр пуçне кил таврашĕнче ытлашши выртакан мĕн пур япалана вырнаçтарнă: строительство материалĕсенчен пуçласа кивĕ тимĕр-тăмăр таран. Çак çĕрсемпе саккунпа килĕшỹллĕн усă курсан тем пекехчĕ-ха. Çак пĕчĕк мар çĕр лаптăкĕпе Симĕс тата Хурăнлăх урамĕсенче пурăнакансем темиçе çул ĕнтĕ саккунсăр усă кураççĕ. Йĕркене пăсакансемпе кашнийĕнпе калаçусем ирттернĕ, çитменлĕхсене пĕтерме вăхăт панă. Çавăнпа та пурин те саккунсăр усă куракан çĕрсем пирки вăхăтра шутласчĕ, кирлĕ йышăнусем тăвасчĕ. Асăннă çитменлĕхсене вăхăтра пурнăçламасан Чăваш Республикин административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 22-мĕш саккунĕпе килĕшỹллĕн пĕчĕк мар штрафсем кĕтеççĕ. Кил таврашĕнчи тирпейлĕх вара хамăрах кирлĕ. Вăл кашни кил хуçишĕн норма пулса тăтăрччĕ. Сăн ỹкерчĕксенче: çакăн пек паян Кĕçĕн Таяпа урамĕсем.