Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă район пĕрле савăнчĕ

06 июля 2011 г.

Тăватă район пĕрле савăнчĕ Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче республикăн тĕп хулинче Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски районĕсен ентешлĕхĕсем тĕл пулнă. "Шупашкар:500 çул" культурăпа кану паркне шăрăх çанталăка пăхмасăр халăх нихçанхинчен йышлă пуçтарăннă. Йăлана кĕнĕ Акатуй-Сабантуя паллă çынсем нумаййăн килнĕ. Уява ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен пуçлăхĕсем Н.Миллинпа Г.Волков, кăнтăр районĕсенчи ентешлĕхсен ертỹçисем О.Викторов, А.Капитонов, В.Семенов, А.Ухтияров хутшăннă. Хамăр район ĕçченĕсене, ырă кỹршĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин саламланă. Вăл кỹршĕсемпе пыракан туслă çыхăну ĕмĕртен пынине, вĕсене малалла аталантарнă çĕрте ентешлĕх пысăк ĕç тунине палăртнă. Район пурнăçĕнчи обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн чылай ентеше Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чыс тунă. Акатуй-Сабантуй сцени çинче тăватă районăн художество пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă, спортсменсем лайăх кăтартусемшĕн кĕрешнĕ. Ентешсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, йăли-йĕркипе, юрри-ташшипе паллашни часах асран тухмĕ. Пĕр-пĕр район артисчĕ илемлĕ юрă шăрантарнă, спортсмен ăмăртура çĕнтернĕ чухне уншăн хăпартланнă сасăсем таçта çитиех саланнă. Сăн ỹкерчĕкре: ентешсемпе тĕл пулсан мĕншĕн ташша ярас мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика