06 июля 2011 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен федераци службин 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчи кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕнчипе танлаштарсан, ĕçсĕр çынсен хисепĕ сахалрах пулнине палăртнă. Çак тапхăрта Чăваш Енре ĕçсĕр çынсем 1,7 процент шутланнă пулсан, Раççей Федерацийĕнче 2,0 процент пулнă. Атăлçи федераци округĕн субъекчĕсем хушшинче те, Чăваш Республикинчипе танлаштарсан, ĕçсĕр çынсене ытларах регистрациленĕ: Киров облаçĕнче - 2,2, Пермь крайĕнче - 2,1, Удмурт Республикинче - 1,8, Саратов облаçĕнче 1,8 процент. Пушкăрт тата Тутарстан республикисенче те çак кăтарту ытларах - 1,7 процент. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче ĕçсĕр çынсен хисепĕ 0,4 процент чакнă. Çак тапхăрта промышленность производствин ỹсĕмĕ 117,7 процентпа танлашнă. Халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программăна пурĕ 35 пин ытла çын хутшăннă, çав шутран 18,5 пин çын тĕрлĕ енлĕ професси пĕлĕвĕ илнĕ.