02 июля 2011 г.
Çумăр вĕçĕмсĕр çуса тăнипе кăçал пур çĕрте те выльăх апачлĕх курăк та, çум курăк та ашкăрса çеç ỹсет. Таяпа Энтри ялĕнче асфальт сарнă çул айккинче те кирлĕ мар курăксем ỹссе ларнă. Çанталăк уяртсан кашни хуçалăх хăйсен таврашĕнчи çул хĕрринчи çум курăка çулса тасатрĕç. Анчах та пурăнман çуртсен умĕнчисене никам та пырса тĕкĕнмест. Тукасра та, Анаткасра та пур ун пеккисем. Тăванĕсем пырса тасатсан аван пулмалла та. Асфальт çул айккипе икĕ енĕпе те чĕмчен курăкĕ ешерсен питĕ илемлĕ пулмалла. Нумаях пулмасть пирĕн ялта район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист эксперчĕ, район экологĕ Л.Павлова, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ асфальт çул сарнă урамсене тĕрĕслесе тухнă, çитменлĕхсене тупса палăртнă. Ял варринчи çĕр кĕперĕн шыв юхса тăмалли пăрăхĕнче тем пысăкăш йăмра тункати çакланса ларнă та вăйлă шывпа юхса аннă пĕтĕм çỹп-çапа кĕпер умне тытса хăварнă. Кĕпер умĕ тирпейсĕр курăнса выртатчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Власов Н.Чуманов депутата чĕнсе илсе тракторĕпе çак пысăк тункатана шыв пăрăхĕнчен троспа сĕтĕрсе кăларма ыйтрĕ. Депутат пĕр сăмахсăрах пулăшма килĕшрĕ. Çак ĕçре Ю.Карсаков çамрăк та питĕ тăрăшса ĕçлерĕ. Вăл пилĕк таран шыв ăшне кĕрсе кайса тункатана троспа çаклатрĕ, сĕтĕрсе кăларсан капланса ларнă хăмасене шывран кăларса пăрахрĕ, унтан михĕсене пĕтĕм çỹп-çапа, таса мара пуçтарса тултарчĕ. Тепĕр пысăк çитменлĕх: икĕ кĕпер хушшинче куçарса кайнă çурт вырăнĕнче тата кĕпер патĕнчи çырмара тем çỹллĕш ỹссе кайнă тал пиçен, вĕлтĕрен, эрĕм, хупах ашкăрса ларатчĕ. Ăна та вăхăта вăраха ямасăр çулса пăрахмалла. Эпĕ вăрçăпа ĕç ветеранĕсен ялти канашĕн председателĕ пулнă май çак ĕçе хам çине илес терĕм. Каç кỹлĕм кĕтỹ янă хыççăн, килти ĕçрен пушансан çак таврашра пурăнакан пенсионерсене йыхравларăм, чĕннисем пурте тухрĕç. Чи малтан 78 çулхи Н.Петров пенсионер çава йăтса пычĕ, унтан ăна курса 73 çулхи Г.Иванов васкаса тухрĕ, çулма пикенчĕ. Эпĕ, 73 çулта пулсан та, вĕсемпе пĕрле ĕçе пикентĕм. Пире курса В.Щипцов вăтам çулхи арçын пырса çитрĕ. С.Иванов та ватăсене хĕрхенчĕ пулас, мотоблок илсе тухса тикĕс вырăнти курăксене шатăртаттарса вырса пачĕ. Çурт вырăнĕнчи путăк-шăтăк вырăнсенчи тата çырмари тал пиçенсене, вĕлтĕрен-хупахсене çавапах çултăмăр. Тукасри А.Карсаков хăйсен умĕнчи çырмана тасатрĕ, унтан ватăсене пулăшма пикенчĕ. П.Смирновсен çуртне илсе пурăнакан Николай та чăтса тăраймарĕ, çулакан ушкăн патне хутшăнса ĕçлерĕ. Л.Прокопьева кỹршисен умне çулса тасатнă хыççăн пулăшма пычĕ. Анатолийпе Нина Никифоровсем хăйсен пахчи çумĕнчи асфальт çул хĕррине тирпейлерĕç. А.Романов çĕр кĕпер айккинчине çулчĕ. Г.Иванов хăйсен енчи çырма хĕррине тасатса çулсах тăрать. Çак кун нумай çын асфальт çул хĕрринчи çум курăкран хăтăлчĕç. Л.Шадрикова лавкка таврашне, А.Филиппов хуçасăр лавкка умне, Г.Петров асфальт çул хĕррипе хăйсен пахчи тăршшĕпе, Г.Воробьева умĕнчи пушă лаптăка йăлтах çулса тасатрĕç. Çак кун ялĕпех хĕрỹ ĕç пычĕ. Поселковая урамри Г.Журавлев, В.Портнов, Н.Соколов, З.Чумарков пенсионерсем те çырма хĕрринчи 10 сотăя яхăн лаптăка ашкăрса ỹсекен кирлĕ мар курăксенчен çулса тасатнă. Таяпа Энтринче ырă çынсем нумай, вĕсем ял сăн-сăпатне илем кỹртес обществăлла ĕçе пурнăçлама кăмăлтан хутшăнаççĕ. Хамăр ялшăн хамăрăнах тăрăшмалла. Малашне вăрттăн тăкакан çỹп-çап куписене те пĕтересчĕ. Таяпа Энтри таса пурăнакан ялсен шутĕнче пултăрччĕ.