02 июля 2011 г.
"Сатурн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче хальхи вăхăтра хĕрсех обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлеççĕ. Пĕрисем утă хатĕрленĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Кунта уйрăмах В.Лисицын, В.Кукурузов, В.Егоров механизаторсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Теприсем сенаж хываççĕ. Хуçалăхăн планпа 2400 тонна сенаж хатĕрлемелле. Ăна хальлĕхе 1850 тонна янтăланă. Ферма çывăхĕнчи траншея патĕнче ир пуçласа мĕн çĕрлеччен хĕрỹ ĕç шавĕ лăпланмасть. Нумай çул ỹсекен курăка КС-100 агрегатпа Н.Крысов çулать. Чылай çул çак яваплă çĕрте тăрăшакан механизатор шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Симĕс массăна турттарнă çĕрте П.Иванов, Р.Квасов трактористсем, В.Семенов, Н.Купташкин, В.Краснов водительсем харсăр. В.Крысовпа А.Курчин трактористсем симĕс массăна пусăрантараççĕ. Ферма заведующийĕ П.Купташкин ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхне пăхса-тĕрĕслесех тăрать, кирлĕ сĕнỹсем парать. Уяр кунсенчи кашни сехетпе туллин усă курас тесе ăшталанса вăй хураççĕ "Сатурнсем". А.Никифоровăпа М.Спиридонова поварсем выльăх апачĕ хатĕрлекенсене тутлă апатпа сăйлас тесе тимлеççĕ. Кунне икĕ хутчен апат çитереççĕ уй-хир ĕçченĕсене. Сăн ỹкерчĕкре: В.Краснов водитель.