Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхлануллă, асăрхануллă пулăр

29 июня 2011 г.

Терроризмшăн нимĕнле чикĕ те çук. Вăл тĕне те, нацисене те, çĕр-шывсене те шеллемест. Çынсене, обществăна хăратасси, пусмăрласси унăн тĕллевĕ. Çавăнпа террора хирĕç тăма, тĕрлĕ майсемпе сыхланма пĕлмелле. Енчен те эсир хваттерте террорла акт çинчен информаци илтрĕр пулсан, сирĕн мĕн тумалла? Паллах, вут-çулăм кăларма пултаракан япаласене (сăрăсене, лаксене, бензина) пухса хурăр, чỹречесем çинчи чечек савăчĕсене урайне антарăр, газ пăрăхĕсене хупăр, çунакан кăмакасене, каминсене сỹнтерĕр, çутмалли хатĕрсене, сăмахран, хунарсене хатĕрлесе хурăр. Çавăн пекех медикаментсен, апат-çимĕç, ĕçмелли шыв запасĕсене хатĕрлени те вырăнлă. Чỹречесене шторăсемпе хуплăр, обществăлла вырăнсене тухассине, транспортпа çỹрессине чакарăр, ачасене, ваттисене психологи пулăшăвĕ парăр. Эвакуаци çинчен хыпар илтрĕр пулсан, лăпкă пулăр. Кирлĕ документсене, укçа-тенке, хаклă япаласене илсе, çутта сỹнтерсе, газа, шыва чарса, алăксене питĕрсе йĕркеллĕ урама тухăр. Хваттере каялла таврăнасси яваплă çынсем ирĕк панипе çеç иртмелле. Час-часах обществăлла вырăнсенче взрывсем пулнине те илтетпĕр. Енчен те хуçасăр сумка е тĕркев, пăралуклă е шнурлă япаласене асăрхасан, милици пайне, учреждени е организаци ертỹçине пĕлтермелле. Асăрханă япалана алăпа тытма, вырăнтан вырăна куçарма, пăрахма, çĕре чавса чикме, пăралуксене татма юрамасть. Çакăн пирки иртен-çỹрене те пĕлтермелле. Уйрăмах карас телефонĕпе, радиоçыхăну хатĕрĕсемпе усă курни вырăнсăр. Милици сотрудникĕ киличчен пăрахса ан кайăр. Енчен те эсир взрыв зонине лексен, айккинелле пăрăнăр, ыттисене пулăшу парăр. Хăш-пĕр чухне çурт ишĕлчĕкĕсем айне пулма пултаратăр. Чи малтанах, хăвăра лăпкă тытăр, сывлăр, шанчăка ан çухатăр, сас парса хăвăр пуррине пĕлтерĕр. Пулăшу пулатех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика