29 июня 2011 г.
"Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству" презентаци альбомĕн 11-мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. ЧР Журналистсен союзĕ тăван республикăмăрăн хăйне евĕрлĕ визит карточкине хатĕрленĕ. Вăл Чăваш Енĕн культура, экономика, социаллă пурнăç хăйне евĕрлĕхĕсемпе, уйрăм предприятисен çитĕнĕвĕсемпе паллашма май парать. Проект ертỹçи Валерий Комиссаров палăртнă тăрăх - пуян иллюстрациллĕ кĕнекере республикăн мĕн пур отраслĕ пирки тулли информаци пухнă. Вăл Чăваш Енри сумлă çĕр ытла предприятипе паллаштарать. Кăларăм страницисенче - Чăваш çĕр-шывĕн историйĕ, йăли-йĕрки... Паллах, республика экономики анлăн сăнланнă май çак кăларăм бизнесшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласси, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме пулăшасси те иккĕлентермест. Пĕр сăмахпа, Чăваш Ен пурне те алла-аллăн ĕçлеме йыхравлать.