29 июня 2011 г.
Республика кунĕпе çыхăннă мероприятисем маларахах пуçланнă. Вун-вун уявран пĕри - "Раççей ăстисем" конкурс - Шупашкарти Чăваш наци музейĕн картишĕнче уçăлнă, хăйсен ăсталăхне кăтартма çĕр-шыв тĕрлĕ кĕтесĕнчен - Дагестан, Пушкăрт, Мари, Мордва, Калмăк, Коми, Тутар республикисенчен, Киров, Курск, Чулхула, Вологда, Иваново, Волгоград, Владимир, Воронеж, Белгород, Ульяновск облаçĕсенчен, Краснодар крайĕнчен - ал ĕç ăстисем килсе çитнĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнче тăххăрмĕш хут иртекен тупăшура хăйсен пултарулăхне кăтартма 75 маçтăр кăмăл тунă, йĕркелỹçĕсем тĕплĕ тишкерсе хакланă хыççăн 61-шне йыхрав хучĕ ярса панă. Чăваш Енри 24 ăста та Шупашкарсемпе хăнасене тĕлĕнтерме тĕв тунă. Йăлана кĕнĕ кирек мĕнле тупăшуран та çуллен çĕнĕлĕх кĕтетпĕр. Йĕркелỹçĕсем çакна асра тытса кăçалхи конкурса космонавтикăпа çыхăнтарма йышăннă. Чăваш Енрен виçĕ космонавт - Андриян Николаев, Николай Бударин, Муса Манаров - тухнă май кашни ăстан маларах пĕр ĕç хатĕрлеме тивнĕ. Унсăр пуçне жюри членĕсем кунĕпе янтăланă ал ĕçĕсене хакларĕç. Чи лайăххисен авторĕсене паха япаласемпе, Дипломпа хавхалантарчĕç. Чи хитрине, чи эрешлине ăсталакан вара ЧР Президенчĕн Михаил Игнатьевăн парнине тивĕçрĕ.