Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй! Сăваплă туй!

29 июня 2011 г.

Республика кунĕ - пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсен кĕтнĕ уявĕ. Çавна май вĕсем кашни çулах хăйсен тĕп килне - Чăваш çĕр-шывне - пухăнаççĕ. Республика кунĕнче Акатуй ирттерме пуçлани вара пирĕншĕн темрен паха. Ку уявра эпир чун каниччен чăн чăвашла юрлатпăр, ташлатпăр, пĕр кăкран тухнă тăванăмăрсемпе курса калаçатпăр. ЧНК пуçарăвĕпе, Шупашкар хула администрацийĕ пулăшнипе ĕнер тĕп хуламăрти "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче виççĕмĕш хут Акатуй иртрĕ. Унта çĕр-шывăмăрăн 18 регионĕнчен - Пушкăртстанран, Тутарстанран, Мурманскран, Оренбургран, Красноярскран, Чĕмпĕртен - çавăн пекех Беларуçран тата ытти çĕртен 600 ытла хăна хутшăнчĕ. Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕ те уява хапăл турĕ. Чăн малтанах мăчавар (Евгений Ерагин), Аттил патша (Алексей Иванов), çавăн пекех ЧНК пĕрремĕш вице-президенчĕ Владимир Иванов чăваш халăхне халалласа лартнă Юпа умĕнче "Хура халăх çăкăр-тăвартан ан татăлтăр, чăвашсем йышлансах пыччăр" тесе Аслă Турăран ыйтрĕç, тав турĕç, ваттисене асăнчĕç, парне кỹчĕç. Акатуй уçланкинче пурте пĕрле чăваш халăхĕн "Алран кайми" гимнне юрланă хыççăн вăйă картине тăчĕç. Акатуй ялавĕ вĕлкĕшме пуçларĕ. Республика Гимнĕ янăраса кайрĕ. ЧНК президенчĕ Геннадий Архипов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Черкесов сцена çине хăпарчĕç. Геннадий Николаевич пурне те уяв ячĕпе саламланă май кашни çулах паянхи пек пĕрле пухăнасса шаннине палăртрĕ. Хула пуçлăхĕ Акатуй ирттерме 300 пин тенкĕ уйăрнине çирĕплетекен сертификат пачĕ. Сцена çинче республика тулашĕнчен килнĕ ентешĕмĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарма пуçларĕç, арсем кĕрешме, çамрăксемпе ачасем вăйă выляма пикенчĕç, каруççелпе ярăнчĕç. Пурне те кăпăклă сăрапа, шỹрпепе сăйларĕç. Хĕвеллĕ уçланкăра пĕр кăкран тухнă йăхташăмăрсем пĕрле пухăнни çитмĕл те çичĕ чечек пĕр харăссăн çурăлнăн пекех туйăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика