Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Раççей çăл куçĕсем" - вăй-хал çăл куçĕсем

29 июня 2011 г.

 Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ - Республика уявĕн тĕп саманчĕсенчен пĕри. Вун тăххăрмĕш хут иртет вăл Чăваш Енре. Тĕрлĕ çулта фестивале АПШ, Турци, Египет, Итали, Германи, Словаки тата ытти çĕр-шыв коллективĕсемпе музыканчĕсем хутшăннă. Кăçалхине Раççейĕн 24 регионĕнчен 27 коллектив тата Беларуç Республикипе Иран Ислам Республикинчен виçĕ ушкăн килнĕ. Çав шутра - Иранри халăх ташшисен "Сахра", Беларуçри "Щедрица" тата "Хамăр ял" ансамбльсем, Дагестан, Калмăк, Пушкăртстан, Мордва, Мари Эл, Карели республикисемпе Ульяновск, Псков, Липецк, Белгород... облаçĕсенчи коллективсем. Чăваш наци библиотекинчен пуçласа Хĕрлĕ тỹреме çити çуран утнă чухне вĕсем ташларĕç, юрланă хушăрах хула халăхне уявпа саламлама та манмарĕç. Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ытти хăнасем хутшăнчĕç. М.В.Игнатьев Раççей культура министрĕн Александр Авдеевăн салам сăмахĕпе те паллаштарчĕ. Унта çакăн пек йĕркесем пур: "Шанатăп: Чăваш çĕрĕ çинче çирĕпленнĕ, йăлана кĕнĕ фестиваль çĕнĕ талантсене тупса палăртма пулăшĕ, тăван çĕр-шыври халăхсен культурипе йăли-йĕркине упраса хăвармалли тата малалла аталантармалли шанчăклă май пулĕ..." Михаил Игнатьев Президент республика наградисемпе те чысларĕ. Халăх музыка пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк çитĕнỹсем тунăшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе "Карагод" фольклор ансамблĕн ертỹçине - Мускав патшалăх культурăпа искусствăсен университечĕн кафедра заведующине Евгения Засимовăна наградăларĕ. "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хастар хутшăннăшăн Ярославль хулинчи А.М.Добрынин ячĕллĕ культура керменĕ çумĕнчи "Чарочка" казак халăх ансамблĕ Чăваш Ен Президенчĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ. Дон, Кубань, Çĕпĕр казак фольклорĕн сĕткенĕпе вăй илсе тăракан коллектив Шупашкара пиллĕкмĕш хут килнĕ. "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕн шанчăклă тусĕсем татах пур. Сăмахран, Чукча-эскимос патшалăх "Эргырон" ансамблĕ кăçал Шупашкара 13-мĕш хут килнĕ, Ульновск облаçĕнчи вырăс юррисен "Волгари" халăх ансамблĕ - 11 хут, Ярославль облаçĕнчи "Чарочка" - 10 хут. Уява чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, унăн мухтавлă ывăлĕпе Андриян Николаев космонавтпа паллаштаракан театрализациленĕ пролог уçрĕ. Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнчен те салам янă. Унтан ятарласа хатĕрленĕ сцена çине профессионал тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика