Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çав-çавах "уксахлаççĕ"

29 июня 2011 г.

 Иртнĕ тунти кун район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче организацисемпе предприятисен, учрежденисен, район администрацийĕн пайĕсен ертỹçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынипе эрнере тунă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăха палăртнă. Иртнĕ эрнере районта сахал мар мероприяти пулнă. Вĕсенчен пĕри - Курнавăшри чиркĕве Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн управляющийĕ Варнава Митрополит килсе кайни. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин палăртнă тăрăх, Владыкăна ăнăçлă кĕтсе илнĕ. Çапах ăна Курнавăша каякан çула юсама май тупайманни хумхантарать. Çул-йĕре пăхса тăракан службăсем ытти çĕрте те çулсене йĕркене кĕртме васкамаççĕ. Çакă тарăхтарать те ĕнтĕ район администрацийĕн пуçлăхне. Тирпей-илем пирки чылайранпа калаçатпăр пулин те, çав-çавах хăш-пĕр çĕрте йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Канашлура Кĕçĕн Таяпа, Таяпа Энтри ялĕсенче палăрнă çитменлĕхсене пĕтерме сĕнсе хăварчĕç. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертỹçине П.Тремасова ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисем пуçарусăрлăххи хумхантарать. Тунти кун тĕлне вĕсенче 410 тонна (палăртнин 7 проценчĕ) утă, 6420 тонна (23 процент) сенаж анчах хатĕрленĕ. Нумай çул ỹсекен курăксем "ватăлсах" пыраççĕ. Халĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хăвараймасан, кайран мĕн пулĕ-ши? Часах пĕр çул ỹсекен курăксене çулма тухмалла. Хальлĕхе выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма апат хатĕрлессипе "Прогресс", "Комбайн", "Сатурн", "Эмметево" хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ пулсан, "Урожай", "Знамя", "Труд" хуçалăхсенче çак ĕçе пуçăнман та. Çавăн пекех çăмăллатнă майпа усă курса дизтопливо та илсе тухайман ертỹçĕсем те пур-ха. П.Тремасов районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче сĕт сăвассипе лару-тăру мĕнле пулнипе паллаштарнă. ШĔМĕн районти шалти ĕçсен пайĕн ертỹçин çумĕ В.Викторов криминаллă лару-тăрупа паллаштарнă. Юлашки вăхăтра пурлăха вăрласси чакса пырать пулин те, асăрханулăх пăсмасть. Объектсенче видеосăнав приборĕсене вырнаçтарни, хурал тăратни вырăнлă. Канашлура район пурнăçне уçса паракан ытти ыйтусене те тишкернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика