Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыхравлать курав, илĕртет ярмăркка...

29 июня 2011 г.

Йыхравлать курав, илĕртет ярмăркка... ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа Çĕрпỹ районĕнче ирттернĕ мероприятисене хутшăнчĕ. Ку тăрăхра Республика кунĕ ячĕпе çулленхи "Уй кунĕ" курав йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Аграри форумне Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем, ял хуçалăх инноваци техникипе тата оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ỹсен-тăран хỹтĕлевĕн им-çамĕпе, минерал удобренипе тивĕçтерекенсем федерацин Атăлçи регионĕнчен йышлăн пуçтарăннă. Куравра - 100 ытла хальхи машина. Экспозицие уçнă май Михаил Игнатьев Çĕрпỹсене, унăн хăнисене уяв ячĕпе саламларĕ, "Уй кунĕ" пĕр-пĕрин опычĕпе паллаштармалли вырăн тата ытти регион партнерĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелемелли мел пулнине палăртрĕ. "Йăлана кĕнĕ çак курав поставщиксене хальхи техникăна халăх умне кăларма, ял хуçалăх таварĕ тăвакансене вара хăйсен машинăпа техника паркне тĕреклетме пулăшать. Çĕнĕ тракторсемпе, сеялкăсемпе, ытти агрегатпа усă курса çухатусене чакарма пулать", - терĕ Президент. Пĕлтĕрхи шăрăх çанталăкра выльăх-чĕрлĕх валли кирлĕ чухлĕ утă-улăм хатĕрлеймен. Кăçал апатлăх культурăсем парка çитĕнеççĕ. Апла тăк 2 çуллăх саппас тума та пулать, тĕш тырă вăрлăхне çителĕклĕ хатĕрлемелле - çакăн пек тĕллев лартрĕ Михаил Игнатьев ял ĕçченĕ умне, АПК тытăмне патшалăх малашне те пулăшасса шантарчĕ. Президент экспозицири техника шанчăклăхне, хальхи комбайнсемпе ĕçленин эффективлăхне уçăмлатас шутпа Раççейре тата Германире кăларнă комбайнсен штурвалĕ умне хăй ларчĕ. "Ку техника чăннипех хăтлă", - терĕ вăл ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисене вĕсене туянма сĕнсе. Паллах, тырă-пулă ăнса пулмарĕ тĕк хăватлă техника тухăçа ỹстереймĕ. Çĕрпỹсен вара кĕр тыррисен пуссисем уйрăмах парка çитĕнеççĕ, куçа савăнтараççĕ. Президент Раççей ял хуçалăх академийĕн "Колос" предприятийĕн уйĕсемпе паллашрĕ, вĕсене пысăк хак пачĕ. Республика кунĕ ячĕпе Çĕрпỹсене пысăк парне кỹчĕç - кунта ял хуçалăх пасарĕ уçăлчĕ. Ăна çулталăкрах туса лартнă. 240 тăваткал метр лаптăкра 10 павильон халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерме тытăнчĕ. Промышленноç таварĕсемпе тепĕр иккĕшĕ сутă тăвать. Ял хуçалăх çимĕçĕ валли те сентресем йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев суту-илỹ речĕсемпе çỹрерĕ, хăйсен хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ çимĕçе сĕнекенсен, ăна туянакансен кăмăл-шухăшĕпе паллашрĕ. ...Республика кунне Çĕрпỹре чаплă лару-тăрура уçрĕç: район çыннисемпе хăнисем пултарулăх коллективĕсен театрализациленĕ концертне, "Раççей çăл куçĕсем" фестивале килнисен юрри-çеммипе савăнчĕç. Ярмăркка тỹремĕнче "Манăн Республика кунĕ" фотокурав чылайăшне тыткăнларĕ. "Этнографи ялĕпе" - районти ял тăрăхĕсен экспозицийĕсемпе Президент кăмăллăн паллашрĕ, "Ылтăн алăсем" куравра халăх ăстисен ĕçне тыта-тыта пăхса хакларĕ. Президент Чернобыль АЭСĕн катастрофине пĕтерме хутшăннисене, ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх наградисем пачĕ. Михаил Игнатьевпа РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Константин Косачев Тихвин ярмăрккинче пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика