25 июня 2011 г.
Каникул пуçлансанах шкулти лагере çỹреме пуçларăмăр. Пире "Чайка" лагерьте питĕ килĕшрĕ. Унта эпир тĕрлĕ вăйăсем, юрăсем, ташăсем вĕрентĕмĕр. Елчĕкри "Улăп" спорт комплексĕнче икĕ хутчен пултăмăр. Бассейнра ишрĕмĕр. Спартакиадăра пулса хамăр вăйсене тĕрĕслерĕмĕр. Мала тухаймарăмăр пулсан та эпир уншăн кулянмастпăр. Чи кирли çĕнтерни мар вĕт, ытти ачасемпе пĕрле хутшăнса тупăшни. Кĕтнере те пулса куртăмăр. Юхан шыв хĕрринче ларса шыв шăнкăртатса юхнине итлесе килентĕмĕр. Хамăр ялтан инçех мар вырнаçнă Вырăс Тăрăм ялĕнчи чиркĕве экскурсие кайса килтĕмĕр. Николай атте чиркỹ историйĕпе паллаштарчĕ, тĕрлĕ иконсем çинчен каласа пачĕ. Пире ырă кăмăллă, чăтăмлă пулма, пĕр-пĕрне ăнланма чĕнсе каларĕ, усал тумалла марри çинчен ăнлантарчĕ. Эпир вăл каланине ăша хывма тăрăшăпăр. Сисĕнмесĕрех виçĕ эрне иртсе кайрĕ. Лагерьти кунсем пирĕн асра нумайлăха тăрса юлĕç.