Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç сыхлавĕ: цифрăсемпе фактсем

25 июня 2011 г.

Хальхи тапхăрта ĕç сыхлавĕ тĕп вырăнта. Çулсерен Раççейре хăрушă условисенче ĕçленĕрен 190 пин çын, çав шутра тĕрлĕ инкеке пула 15 пин çын вилет. 3,5 миллион çын хăрушă тата сиенлĕ условисенче ĕçлет, 5,6 миллион çын сывлăха сиенленĕшĕн компенсаци илет. Унсăр пуçне производствăри инкексене, професси чирĕсене пула 180 пин çын вăхăт çитмесĕрех пенсие тухать. 2010 çулта Чăваш Енре производствăра 23 çын пурнăçран уйрăлнă, 69-шĕ йывăр суранланнă, 42-шĕ професси чирĕсемпе сиенленнĕ. 37 пин çын (38,7 процент) сиенлĕ тата йывăр условисенче тăрăшаççĕ, çав шутра 11,9 пин хĕрарăм. Гигиена нормативĕсене тивĕçтермен ĕç вырăнĕсенче 25,1 пин çын ĕçлет. Районти предприятисемпе организацисенче те ĕç сыхлавĕпе ĕçлемелли пур. 2010 çулта гигиена требованийĕсене тивĕçтермен ĕç вырăнĕсенче 24 çын, çав шутран 17 хĕрарăм ĕçлеççĕ. Районта 200 çын, çав шутра 89 хĕрарăм сывлăха сиенленĕшĕн компенсаци илеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика