Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Организма сиен кỹрет

25 июня 2011 г.

Хальхи вăхăтра табак туртнин сиенĕ пирки нумай калаççĕ. "Туртнипе çыхăннă чирсем" çĕнĕ термин та хушăнчĕ. Çак йăлана пула çулсерен нумай çын çамрăклах пурнăçран уйрăлать. Пĕр сигарет та организма витĕм кỹрет. Уйрăмах çамрăксемшĕн сиенлĕ вăл. Табак туртассине хăвăрт хăнăхаççĕ. Сигарет сĕрĕмĕ, унти наркăмăшлă япаласем пĕтĕм организм тăрăх сарăлаççĕ. Туртакансен 25 проценчĕн ỹпке чирĕсем пуçланаççĕ. Эмфизема, пневмони чирĕсем аталанас хăрушлăх пысăк. Миокард инфаркчĕ, аорта пневризмĕ, атеросклероз, чĕре тата ытти нумай чир сигаретпа туслă пулнипе çыхăннă. Хĕрарăмсемшĕн çакă уйрăмах сиенлĕ. Çие юлнă хĕрарăм табак туртни варти ачана сиен кỹрет. Пепке сывлăхлă çуралаймасть. Хырăм ỹкме те пултарать. Наркăмăшлă япаласенчен никотин чи хăрушши мар. Сигарет тĕтĕмĕнче канцерогенсем, тĕрлĕ органикăлла хутăшсем, йывăр металсен растворĕсем, ирĕклĕ радикалсем пурри çинчен манар мар. Вĕсене туртнă вăхăтра туймастпăр та. Кайран вĕсем хăйсем çинчен аса илтереççĕ. Никотин ар çыхăнăвне кĕнĕ чухне те чăрмав кỹрет. Пуç ыратни, чĕре тикĕс тапманни те сигарет туртнин сиенĕ çинчен асăрхаттараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика