Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ

22 июня 2011 г.

 Çĕртме уйăхĕ çумăрпа пуян. Анчах культура ĕçченĕсем çуллахи канашлăвне пуçтарăннă кун ăшă та илемлĕ пулнипе асра юлнă. Турхан ялĕ çывăхĕнчи хырлăхра культработниксем чăннипех те хаваслă каннă. Йăлана кĕнĕ тăрăх, районти культура ĕçченĕсен çуллахи канашлăвне кашни ял тăрăхĕнчех ирттереççĕ. Кăçал вĕсене черетпе Курнавăшсем йышăннă. Ăшă кăмăллă та тарават хуçасем хăнасене тулли кĕрекепе кĕтсе илнĕ. Программа пуян та анлă пулнă. Футбол, волейбол тата ытти вăйăсем вылянă, какай, пулă шỹрписем хатĕрленĕ. Уçă сывлăшра баянпа юрлани нихăçан та асран тухмĕ. Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин канашлăва килнисене ăшшăн саламланă май культура ĕçченĕсем иртнĕ çул ăнăçлă вăй хунине палăртнă. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Портнова тỹрĕ кăмăлпа, чунне парса тăрăшакан культработниксене грамотăсемпе, дипломсемпе чысланă. Культура работникĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ В.Вастулова Вырăскассинчи "Шанăç" халăх фольклор коллективĕн активлă членне Н.Кириллова асăнмалăх парне парса чыс тунă. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн пай заведующийĕ М.Демьянова клуб учрежденийĕсен пĕрремĕш кварталти ĕç итогĕсемпе паллаштарнă. Курнавăшри информаципе культура центрĕн директорĕ П.Смирнов сывă пурнăç йĕркине халалланă уявра савăк кăмăл суннă. Вăйăсемпе ăмăртусем вăхăтĕнче кашни ял тăрăхĕнчи юрă-ташă ăстисем илемлĕ юрăсем шăрантарнă. Ял çыннисен пушă вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттерессишĕн тăрăшакан культработниксем хаваслă канма та, сывлăха çирĕплетме те пĕлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика