Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика спартакиадинче виççĕмĕш вырăнта

22 июня 2011 г.

Чăваш Республикинчи Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерстви, Спорт министерствипе пĕрле, 2010-2011 вĕренỹ çулĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри шкул ачисен XIII спартакиадин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Елчĕк районĕнчи шкул ачисем Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи пĕр ỹсĕмри çамрăксем хыççăн республикăри спартакиадăра виççĕмĕш вырăн йышăннă. Яллă районсем хушшинче Елчĕксем -пĕрремĕш. Çак çитĕнỹ районти шкулсем, физкультура учителĕсем, Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ вĕренекенсем хушшинче физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçленипе çыхăннă. Шкул ачисен командисене республикăри спартакиадăна хутшăнма çамрăксене суйласа илессине шкулсенчи физкультура учителĕсемпе пĕрле Елчĕкри ДЮСШ йĕркелесе пынă. Спартакиада программине спортăн 16 тĕрлĕ тата хутăш тĕсĕ кĕнĕ. Вĕсенчен 14-шне шута илнĕ. 9 уйăха пынă спартакиадăна Елчĕксем ăнăçлă пуçланă. Аслă классенче вĕренекенсем футбол тата футзал вăй-йисенче ăнăçлă вылянă. Вĕсем финалта Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар командисене çĕнтерме пултарни пĕрремĕш хут мар. Футбол вăййине аталантарас тĕлĕшпе В.Кудряшов, Р.Григорьев, В.Афанасьев, А.Адюков ăнăçлă ĕçлеççĕ. Спортăн çак тĕсĕпе пирĕн районти çамрăксемпе танлашакан командăсем пулман. "Ылтăн шайба" вăййисенче те Елчĕксем палăрнă. Тĕп, аслă, вăтам, кĕçĕн ушкăнсенче ăмăртса район командисен пĕрлехи кăтартăвĕсемпе республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă. Футбол тата хоккей вăййисем пысăк хисепре пулнине тата вĕсенче пирĕн команда çĕнтерỹсем тунине шута илсе çак турнирсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Командăсене республикăри ăмăртусене хатĕрлеме В.Кучаков, В.Афанасьев, А.Адюков, Р.Григорьев учительсемпе тренерсем, обществăлла тренерсем В.Хушкин, В.Чернов хутшăннă. Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ О.Федоров, шкулсенчи физкультура учителĕсем хатĕрленĕ район команди кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, спартакиадăра çĕнтернĕ. Районăн пĕрлештернĕ команди сĕтел çи теннис, çăмăл атлетика, шывра ишес, комплекслă спорт ăмăртăвĕсенче (вĕсене çăмăл атлетика, турник çинче туртăнасси, баскетбол, шывра ишесси, шахматла вылясси кĕнĕ), "Сăран мечĕк" вăййинче 5-6-мĕш вырăнсене йышăнма пултарнă. Ытти çулсенче шывра ишессипе яланах чи кайрисен шутĕнче пулнă Елчĕк район команди кăçалхи спартакиадăра (В.Кудряшов тренер) пиллĕкмĕш вырăн йышăнни те начар мар. Ку енĕпе район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕ ялсенчи шкул ачисене Елчĕкри "Улăп" спорт комплексĕнче ишме вĕренессине йĕркелени пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çамрăк теннисистсем те иртнĕ çулхисенчен ăнăçлăрах ăмăртнă. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В.Кудряшов палăртнă тăрăх малашне баскетбол, волейбол вăййисене, самбо, дзюдо мелĕсемпе кĕрешессине аталантарас тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлесен кăтартусем тата лайăхланмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика