22 июня 2011 г.
Кỹлпуç ялĕнче пурăнакан Владимир Сазонова 60 çулта тесен никам та ĕненес çук. Сăн-пичĕпе хăйĕн çулĕсенчен чылай çамрăкрах курăнать, патвар та кĕрнеклĕ, вăй питти арçын вăл. Владимир Николаевич ĕмĕрĕпе механизаторта тăрăшса ĕçлесе халăх умĕнче хисепе тухнă. Çамрăклах "Районти чи лайăх механизатор", "9-мĕш пилĕк çуллăх ударникĕ" ятсене çĕнсе илнĕ. 1977 çулта СССР Ял хуçалăх министерствин "Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерỹçи" кăкăр çине çакмалли паллăна тивĕçнĕ. 1986 çулта ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă. Хисеп грамотисен шучĕ те çук. Вĕсене районтан, республикăран, Мускавран -ВЛКСМăн тĕп комитетĕнчен панă. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе тĕслĕх кăтартнă Владимир Сазонова темиçе çул райком бюровĕн членне суйланă. Юлашки çулсенче вăл "Эмметево" ОООра механизаторта вăй хурать, лайăх кăтартусем тăвать. Кунта вăл темиçе çул усă курмасăр выртнă çĕрсене уçнă. Чăн тĕрĕссипе, Владимир пĕрремĕш класс пĕтерсенех колхоз ĕçне пуçăннă. Тыр-пул ани çине выльăх кĕресрен сыхланă. -Ун чухне çынсем хур нумай усратчĕç, вĕсем хирти пучахсене çиетчĕç. Манăн йытă пурччĕ, унпа хурсене хиртен хăваласа яраттăм. Хурсене хирĕн пĕр вĕçĕнчен хăваласа тухнă çĕре тепĕр вĕçĕнчен теприсем ана çине кĕрсе те каятчĕç. Унталла-кунталла чупса çỹренипе кун каçа йытă ывăнсах çитетчĕ, киле ăна йăтса таврăнаттăм", -каласа кăтартать Владимир. Амăшĕ ачана ĕçе тĕплĕ тума хăнăхтарнă. Унăн ĕçри аслă юлташĕсем те ĕçчен те тăрăшуллă çынсем пулнă. Çичĕ класс пĕтерсенех ашшĕпе пĕрле прицепщикра тăрăшнă, ĕç тути-масине ун чухнех лайăх астивнĕскер, çар службинчен таврăнсанах трактор çине ларнă. Тăрăшуллă çын пĕр çулталăкранах ĕçре палăрнă. Социализмла обязательствăсене чыслăн пурнăçланăшăн унăн ятне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ. Владимир Николаевич ака ĕçĕсене пурнăçлама хутшăннă. Çулĕсемпе аслă механизаторсем -И.Галкинпа В.Парамонов та çамрăка итленĕ. Сазонов пысăк яваплăха туйса çĕрлехи сменăра хăй акнă, ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Вырмара комбайн штурвалĕ умне ларнă, хĕлле вăрман турттарнă. Ансат пулман сивĕ хĕл кунĕсенче çур çĕр иртсен 1-2 сехетре вăранса вăрмана тухса кайма. Аллине тăм илнисем те пĕрре мар пулнă. Владимир Сазонов рационализатор ĕçĕнче те палăрнă. Вăл ăсталанă хатĕрсемпе, техникăпа ял хуçалăх ĕçĕсене пурнăçланă чухне анлă усă курнă. Кулленхи пурнăçра темĕн тĕрлĕ лару-тăру та килсе тухать. Пĕр çулхине колхозри сысна ферминче пушар тухнă. Ăна сỹнтерессинче Владимир Николаевич хăйне чăн-чăн паттăр пекех кăтартнă. Çакăншăн ăна колхоз правленийĕ алла çыхмалли сехет парса тав тунă. Валентинăпа Владимир Сазоновсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ. Феликс спортпа туслă. Вăл кире пуканĕ çĕклессипе республика чемпионĕ. Çар службинче те палăрнă -çар отличникĕ пулса тăнă, сержант званине илнĕ, гвардеец пулса таврăннă. Евгений ывăлĕ Мускавра аслă пĕлỹ илнĕ, вăл -юрист, кăçал çар ретне тăчĕ. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест", -теççĕ. Çакна пăхсан Сазоновсен ачисем те тăрăшуллă пуласса шанас килет. Ашшĕ хисеплĕ механизатор, амăшĕ медицина ĕçченĕ. Валентина Мефодьевна 25 çул районти тĕп больницăра хирурги уйрăмĕнче медицина сестринче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра вăл Хăвăлçырмари фельдшер пунктĕнче вăй хурать. Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе тесе калакан сăмахсем Владимир Сазонов çинчен каланă пекех туйăнаççĕ...