Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцие хирĕç кĕрешесси вăйланĕ

22 июня 2011 г.

Коррупцие хирĕç кĕрешесси вăйланĕ Право сыхлавĕн органĕсем коррупцие хирĕç кĕрешесси çине куллен тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче районти право сыхлавĕн органĕсен ертỹçисем район прокурорĕ В.Николаев ертсе пынипе координаци канашлăвĕнче çак ыйтăва тепĕр хут çĕклерĕç. Канашлăва район прокурорĕн çумĕ И.Романов, Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи Р.Шайхалов, Шалти ĕçсен министерствин Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçи В.Волков, криминаллă милицин ертỹçи А.Петров, Шалти ĕçсен Чăваш Енри министерствин Комсомольски ялĕнче вырнаçнă экономика преступленийĕсене хирĕç кĕрешес енĕпе ĕçлекен пайĕн ертỹçи С.Свинин, суд приставĕсен службин районти пайĕн ертỹçи В.Казаков, Чăваш Республикин УФСИН районти инспекцийĕн ертỹçи Т.Семенова, патшалăх пушар асăрхавĕн районти пайĕн ертỹçи А.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый хутшăннă. Çавăн пекех канашлăва ФСБ управленийĕн Канашри уйрăмĕн сотрудникне А.Павлова, республика прокуратурин коррупцие хирĕç кĕрешес енĕпе саккунсене пурнăçланине асăрхаса тăракан пайĕн прокурорне В.Михайлова та чĕннĕ. Канашлура право сыхлавĕн районти органĕсен ертỹçисен координаци канашĕн регламентне çирĕплетнĕ, 2011 çулхи пĕтĕмлетỹсене иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарса пĕ-тĕмлетнĕ. Кунта коррупцие хирĕç ĕç районта çителĕксĕр пынине палăртнă. Çакна шута илсе, коррупцие хирĕç кĕрешессине вăйлатас тĕллевпе хушма мерăсем палăртнă, мероприятисен пĕрлехи планне çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика