Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха апат хатĕрлесси - тĕп тĕллев

22 июня 2011 г.

 Çанталăк условийĕсене пăхмасăр, районта пуринчен малтан выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе пуçăннă "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче, "Аранчеево" ОООра, "Родник" агрофирма" ОООра тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксене çулса утă, сенаж хатĕрлеççĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухма вăхăт. Паллах, çак лару-тăрура пахалăхлă утă хывса хăварма çăмăл мар. Апла пулсан, нумай çул ỹсекен курăкран сенаж хатĕрлеме тытăнмалла. Анчах пахалăхлă апат хывса хăварас тесен курăксене хăçан çулса илессине тĕп вырăна хумалла. Нумай çул ỹсекен пĕрчĕллĕ культурăсене пучах ларнă вăхăтра, нумай çул ỹсекен пăрçа йышши культурăсене чечеке ларнă вăхăтра çулма тухмалла. Çакна шута илсен, курăксене çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче çулма тухмаллаччĕ. Халĕ вара нумай çул ỹсекен пĕрчĕллĕ культурăсем ватăлнă, çавна май вĕсен тутлăхĕ те чакать. Пĕр тăхтаса тăмасăр курăксене çулма тухмалла. Ырана хăварнă кашни кун симĕс масса, утă пахалăхне чакарать. Сенаж хывма пикениччен çулса пăрахнă курăка кушăхтармалла, унри нỹрĕклĕх 55-60 процент пулмалла. Çумăрлă çанталăкра технологие пăхăнса ĕçлеме çăмăл мар, апла пулин те курăкри нỹрĕклĕх 70 процентран ытларах пулмалла мар. Паха апат хатĕрлес тесен сенаж тунă çĕрте усă куракан консервантсене туянма укçа шеллесе тăмалла мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика