Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни самант шутра

22 июня 2011 г.

Кашни самант шутра

Тунти кун та çумăр çурĕ, апла пулин те "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи механизаторсем тепĕр кунхине ирхинех хире тухрĕç, хĕрỹ ĕçе пикенчĕç. Кĕтме вара вăхăт çук. Çанталăк кăларса тăратнă лару-тăрăва шута илсе утăлăх уйăрнă нумай çул ỹсекен курăксенчен кунта пĕр тăхтаса тăмасăр сенаж хывма пикеннĕ. Ĕнерхи кун ăна 100 тонна хывма ĕлкĕрнĕ. Гурий Федоров председатель палăртнă тăрăх пурĕ 6000 тонна пахалăхлă сенаж хатĕрлесе хăвармалла. Вăл фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçипех ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитмелле. Выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакан техникăна хĕрỹ тапхăр валли тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Унсăр пуçне, темиçе çĕнĕ техника туяннă. Вĕсен йышĕнче курăка вĕтетнĕ çĕрте усă куракан, энергие перекетлекен ДОН-680 агрегат, икĕ ГАЗ-53 автомашина. Нумай çул тата пĕр çул ỹсекен курăксен лаптăкĕ ял хуçалăх предприятийĕнче 900 гектар ытла йышăнать. Унсăр пуçне 220 гектар çинче куккурус çитĕнет. 

Сăн ỹкерчĕкре: КАМАЗ автомашина водителĕ Николай Головин тата Вячеслав Елисеев механизатор. Хальхи вăхăтра вĕсем çĕрне-кунне пĕлмесĕр сенаж хатĕрленĕ çĕрте тимлеççĕ; Владимир Абрамовпа Леонид Сусметов Питтĕпел бригадинче сенажа пусăрăнтарнă çĕрте тăрăшаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика