18 июня 2011 г.
Иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчипе танлаштарсан районта ĕçсĕр çынсен хисепĕ 0,5 процент сахалрах пулнине республика шайĕнче çирĕплетнĕ тĕллевлĕ программа ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пынипе, унпа килĕшỹллĕн кирлĕ шайра ĕçлесе пыма пултарнипе сăлтавламалла. Професси пĕлĕвĕ çителĕксĕр пулнăран ĕç çухатас хăрушлăх пуррисене вĕрентес тĕллевпе "Яманчỹрелти сельхозхими" ОАОпа, "Чувашавтодор" предприятин Канашри территори подразделенийĕпе тата "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕпе 3 килĕшỹ çирĕплетнĕ, çапла майпа пурĕ 11 çынна професси пĕлĕвĕ илме пулăшнă. Вĕсене вĕрентме патшалăхран 47,6 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Ĕçсĕр çынсене професси пĕлĕвĕ парас тĕллевпе çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне "Стройэнергосервис", "Правовая консультация" ОООсемпе, "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАОпа тата 3 килĕшỹ çирĕплетнĕ. Ĕçсĕррисене харпăр хăй ĕçне пуçăнма (пурĕ 41 çынна) федераци бюджетĕнчен 2410800 тенкĕ укçа уйăрса панă. Ял çыннисем ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăннă ĕçсене суйласа илнĕ. Вĕсем пурĕ 29 çын шутланаççĕ. Хăйсен ĕçне йĕркелесе янисенчен 6-шĕ малашлăхне продукцие ĕçлесе хатĕрлекен производствăпа çыхăнтарнă. Строительство, транспорт, склад хуçалăхĕпе, кил-çуртра усă куракан хатĕрсене юсассипе ĕçлекенсем те пур. Сусăр çынсене ĕçе вырнаçтарас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ программăна пурнăçласа 4 инвалида Г. Леонтьева уйрăм предприниматель патне, Н.Бикулов хресчен (фермер) хуçалăхне тата "Стройэнергосервис" предприятие ĕçе вырнаçтарнă. Н.Бикулов фермерпа, "Стройэнергосервис" предприятипе тата "Гланал" ОООпа нумай ачаллă çемьесене пулăшасси пирки те калаçса татăлнă. Çапла майпа нумай ачаллă 3 ашшĕ-амăшне повар, çĕвĕçĕ тата фрезеровщик пулса ĕçлеме вырнаçтарнă. Инвалидсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕсене ятарлă ĕç вырăнĕсене вырнаçтарма патшалăх пурĕ 260000 тенкĕ укçа уйăрса панă. Професси пĕлĕвĕ çителĕксĕр пулнăран ĕçе çухатас хăрушлăх пур çынсем районта хальхи вăхăтра миçе шутланнине те пĕлсе тăратпăр. Çакна тĕпе хурса 30 çынна çĕнĕрен вĕренме яма палăртнă. Иртнĕ çул 3 предприятири 11 çынна çĕнĕ професси илме пулăшнă. Вĕренỹ учрежденийĕсенчен пĕлỹ илсе тухакансемшĕн ĕç опычĕ пухмалли меллĕ çул-йĕртен пĕри стажировка. Тин çеç вĕренсе тухнă çамрăка ĕçе вырнаçма уйрăмах йывăр. Кăткăс ыйтăва татса пама та ĕçлев службинче тăрăшакансем пулăшаççĕ. Стажировкăсенче пулакан çамрăксене ăста наставниксем ĕç вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшаççĕ.