18 июня 2011 г.
"ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" наци паркĕнче "Парксен маршĕ -2011" пуçланнă. Кăçал вăл "Ешерекен вăрман - чи лайăх климат" девизпа иртет. Ăна ООН кăçалхи çула Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен çулталăкĕ тесе йышăннине халалланă. Иртнĕ çул çĕр-шывра, урăх патшалăхсенче вăрмансем нумай çуннине шута илсен, çак акцин пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк. Акцин тĕп тĕллевĕ - халăхра экологи культурин шайне ỹстересси, заповедниксемпе наци паркĕсене сыхласа хăварасси, çут çанталăкпа тăван тавралăха упрас ĕçре çынсен ăнланулăхне ỹстересси. "Парксен маршĕ" - çулсеренех йĕркелекен тĕнче пĕлтерĕшлĕ социаллă-экологилле акци. Ун вăхăтĕнче çавра сĕтелсем, экологи уявĕсем, тематикăллă выставкăсем, конкурссем ирттерме палăртнă.