Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти сумлă ватăсем

18 июня 2011 г.

Таяпа Энтри ялĕнчи хисеплĕ те сумлă мăшăр - Александрăпа Виталий Ермолаевсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă турĕç. Çакăн чухлĕ çул ватăсене мăшăрлă пурăнма Турă пỹрнишĕн ачисемпе мăнукĕсем чунтан савăнаççĕ. Тĕп килте ватăсем Юрий ывăлĕпе тата Катя кинĕпе, икĕ мăнукĕпе савăнса пурăнаççĕ. Çамрăксем ашшĕпе амăшне хисеплеççĕ. Çак мăшăр ял çинче ĕçре тăрăшуллă та ĕçчен пулнипе палăрса тăнă, ырă ят-сума тивĕçнĕ. Шура 1964 çултан пуçласа мĕн пенсие тухиччен ĕне ферминче дояркăра вăй хунă. Канмалли кун мĕн иккенне пĕлмен вăл. Кашни кун ирхине 3-4 сехетре фермăна васканă. Ĕнесене çуллахи лагере кăларсан вара дояркăсен тата инçене утмалла пулнă. Кашни дояркăн ушкăнра 25-шер ĕне пулнине те калаççĕ. Малтанхи çулсенче ĕнесене алă вĕççĕн сунă. Хĕллехи кун та ураран резина атă кайман, çавăнпа дояркăсем ватăлсан пурте тенĕ пекех алă-ура ыратнипе аптăраççĕ. Александра Ермолаева колхозри дояркăсем хушшинче ялан малта пулнă. Ăмăрту çĕнтерỹçи, ăмăрту отличникĕ значоксене темиçе хутчен тивĕçнĕ вăл, 9-мĕш пилĕк çуллăхăн ударникĕ ята çĕнсе илнĕ. Районтан панă Хисеп хучĕсен шучĕ те çук. 1975 çулта "Ĕçре палăрнăшăн" медале тивĕçнĕ. Çак наградăпа паянхи кунччен те мăнаçланма пултарать вăл. Наградăсем илнипе кăна мар, тырă-пулă, укçа-тенкĕ çителĕклĕ ĕçлесе илме пултарни те вĕсене хавхаланса ĕçлеме хистенĕ. Ун чухнехи дояркăсем, ялти интеллигенципе танлаштарсан, чылай ытларах укçа-тенкĕ ĕçлесе илме пултарнă, пуянрах пурăннă, тỹлевсĕр санаторисенче каннă. Шурăн мăшăрĕ Виталий те колхозра нумай çул ĕçленĕ. Малтан тракторист пулнă. Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтерсен ăна колхозри машинăпа трактор паркĕнче механик пулса ĕçлеме шаннă, унтан 8 çул ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Кайран, колхоз пĕрлешсен, Кĕçĕн Таяпара гараж заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ, унтан каллех хамăр яла механик пулма чĕнсе илнĕ. Ăна та Хисеп хучĕсемпе тата В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнине палăртса кăларнă юбилей медальне парса чысланă. Пенсие тухас умĕнхи çулсенче Виталий Ермолаева райпо председателĕ хуçалăх таварĕсем сутакан магазина сутуçă пулма чĕнсе илнĕ. Ку ĕçре те вăл тăрăшулăхĕпе палăрнă, Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Пенсие çак организацинчен тухнă. Ермолаевсем Юрий ывăлĕпе Катя кинĕ пулăшнипе икĕ хутлă капмар кирпĕч çурт хăпартса лартнă. Ывăлĕ те ашшĕ-амăшĕ пекех ăслă та пуçаруллă, Юрий Чумарковпа пĕрле хăйсен ĕçне пуçарса янă, ялта икĕ лавкка тытаççĕ. Ермолаевсем 1 ывăлпа 3 хĕр çуратса ỹстернĕ. Вĕсем аслă пĕлỹ илнĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ. Анчах 6 çул каялла Ира хĕрĕ вăхăтсăр çĕре кĕни вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех йывăр суран пулса юлчĕ, ватăсен сывлăхне те самаях хавшатрĕ. Халь Александрăпа Виталий мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ. Наташăпа Дима мăнукĕсем Шупашкарта институтра вĕренеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика