18 июня 2011 г.
![Тупа тунине пурнăçласа Тупа тунине пурнăçласа](../Home/594//foto/mediki.gif)
Те хамăр ватлăх енне пăхма пуçланăран, те самани кунран-кун çивĕч ыйтусем кăларса тăратнăран юлашки çулсенче сывлăх самаях хавшанине туйма пуçларăмăр. Иртсе каять пулĕ-ха тесе тỹрех больницăна кайма васкамастăн-ха. Йывăрланса çитсен ирĕксĕрех шурă халатлă ĕçченсенчен пулăшу ыйтатăн. Кунне 300 çынран кая мар йышăнаççĕ тĕп больницăри поликлиника ĕçченĕсем. Професси уявĕ умĕн поликлиника заведующийĕпе Л.Капламовăпа тĕл пулса калаçрăмăр, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.
- Людмила Ивановна, коллектив пысăк-и сирĕн?
- Пĕчĕк мар - 97 çын ĕçлет. Вăл шутран 27 врач, 55 медсестра, 18 санитарка. Тухтăрсемпе медсестрасем халăх сывлăхĕшĕн тăрăшма Гиппократ тупине панине манмаççĕ, шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, чун ăшшипе пурнăçлама тăрăшаççĕ. Пирĕн ĕçре çепĕç чĕлхеллĕ, ăшă чунлă пулни темрен те паха.
- Чи пысăк сума тивĕçлисене, хисеплисене ятран аса илсен те вырăнлă пулĕ паян.
- Вĕсем пирĕн нумай-йăн, çапах та хăшĕ-пĕрисене кăмăлтанах асăнатăп. Акă, В.Лазаревăнах илер. Вăл аслă категориллĕ врач. Вуншар çул районти ачасен сывлăхĕшĕн тимлет. Çак кунсенче Валентина Леонтьевнăна РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине пачĕç. Çавăн пекех кăçалхи уявра тỹрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн Р.Трофимова невролог, М.Патшина функционист, З.Головина стоматолог врачсене район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисене парса чыс турĕç. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ" хисеплĕ ятсене илнисем коллектива пысăк сум кỹреççĕ. Н.Уркова, Г.Уфукова, В.Катайкин, В.Мальцев врачсен ячĕсене районта пĕлмен çын та çук. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче чăн ăста.
- Çамрăк тухтăрсем Елчĕке килесшĕн мар пулĕ çав?
- Коллектив ватă тесе каласшăн мар. Пирĕн йышра çамрăксем те пур. Н.Борисова рентгенолог, В.Горшкова педиатр ĕç стажне пирĕн поликлиникăра пуçларĕç. Вĕсем хамăр тăрăхрах çуралса ỹснĕ.
- Вăтам тата кĕçĕн персонал çинчен те чарăнса тăрар пулĕ...
- Врач комиссийĕн медсестри С.Мартынова хăйĕн тивĕçне çỹлти шайра туса пынине палăртас килет. 23 çул вăл коллективра. Кунне вуншар çын кĕрсе тухать ун патне. Вăл кашнийĕнпе çепĕç. Процедура кабинетĕнчи Н.Филимонова пирки те чирлисем ăшă сăмахсем калаççĕ. Рентген, ача-пăча, стоматологи кабинечĕсенчи Г.Малькова, Е.Кириллова, Е.Яковлева санитаркăсем тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ. Çавăн пекех Р.Багаутдиновпа И.Исаева операторсем хăйсен тивĕçне çỹллĕ шайра пурнăçлаççĕ.
- Мĕнле çĕнĕлĕхсем пур?
- Поликлиникăри черете чакарас тесе ака уйăхĕнче электрон регистрацийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ырă улшăнусем сисĕнеççĕ. Ялсенчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче районти тухтăрсем патне тĕрĕсленме каяс текенсене электрон регистрацийĕпе çырăнтараççĕ. Инçетре пурăнакансене уйрăмах меллĕ вăл. Палăртнă вăхăта çырăннă çынсене кĕттерсе лартмаççĕ - тỹрех чĕнеççĕ. Шупашкарти больницăсене тĕрĕсленме яракансене те палăртнă кун, палăртнă сехете çаплах çырăнтарса пама тăрăшатпăр. Май килнĕ чухне районти кашни медицина ĕçченне уяв ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, ăш пиллĕх сунатăп, пирĕн ĕçпе пулăшу ыйтма пынă кашни çын кăмăллă пултăр. Эпир хамăр тупа тунине, халăх сывлăхĕшĕн тăрăшассине, пур енлĕн чыслăн пурнăçлатпăр.
Сăн ỹкерчĕкĕсенче: лабораторире ĕçлекен О.Дружинина, А.Баринова, Л.Гаврилова, Ю.Измина; В.Катайкин хирургпа Р.Терентьева, Н.Сурская, И.Трофимова медсестрасем.