Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Майне пĕлсе ĕçлеççĕ

18 июня 2011 г.

Майне пĕлсе ĕçлеççĕ

 Ял çыннин чăтăмлăхне çут çанталăк мĕнле кăна тĕрĕслемест: иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăкра пĕтĕм ỹсен-тăран типсе-çунса кайрĕ пулсан, кăçал çумăрĕ ытлашшипех çăвать. Шăпах утта тухма вăхăт çитсен лỹшкентерме пуçларĕ те вăл, чарăнма та пĕлмест. Апла пулин те ĕçе майне пĕлсе тума, кашни çул кирлĕ таран апат никĕсĕ хывса хăварма хăнăхса çитнĕ "Победа" сахал яваплă юлташлăхра уяр тăнă кунсемпе усă курса пĕр уйри (30 гектара яхăн лаптăкри) нумай çул ỹсекен курăка пĕтĕмпех типĕтсе утта хывма ĕлкĕрнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнчи выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче ытлăн-çитлĕн тăрантарса усрама 300 тоннăран кая мар пахалăхлă утă, 4000 тонна сенаж хатĕрлесе хăвармалла. Вĕсемпе палăртнинчен ытларах саппасланма та май пур. Нумай çул ỹсекен (пурĕ 375 гектар), пĕр çул ỹсекен (250 гектар) курăксем, тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнăран, тĕлĕнмелле парка ỹссе çитĕннĕ, кăçал акса хăварнă 70 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăка та паян тесен паян çулма тухма пулать. Анчах çанталăкĕ чăрмантарать. Анатолий Алексеев тĕп инженерпа тата Надежда Цыганова тĕп агрономпа эпир виçĕм кун хуçалăх уй-хирне çитсе куртăмăр. Çак кунхине çанталăк уяр та ăшă пулчĕ. Саккăрмĕш уйра маларах çулса пăрахнă курăк вара çумăрпа йĕпеннĕ. Валсенчи нỹрлĕ курăка çĕнĕ йышши хăватлă техникăпа - ГРН-471 кĕреплепе усă курса Владимир Общин механизатор тавăрса типĕтнине куртăмăр. Тĕп инженер каласа кăтартнă тăрăх, механизаторсем хăйсене çирĕплетсе панă лаптăксенчи курăка пухса кĕртессишĕн малтан пуçласа мĕн ĕçе вĕçличченех хăйсем явап тытаççĕ. Владимир Общин асăннă лаптăкри костерпа люцерна хутăшне косилка-плющилкăпа та малтан хăех çулнă, халĕ акă ăна кĕреплепе тавăрса типĕтет, ун хыççăн ăна рулонлă пресс-подборщикпа та хăех пуçтарать. Сăмах май, "Победа" сахал яваплă юлташлăхра, тăваттăмĕш çул ĕнтĕ выльăх апачĕ хатĕрлессинчи пĕтĕм ĕçе комплекслă майпа йĕркелесе пыраççĕ. Çавăнпа ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Утă çулнă çĕрте тăрăшакан Николай Общинпа Сергей Козлов механизаторсем те яваплăха туйса тимлеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче 20 гектар çинче акса хăварнă "уй-хир пики" те парка шăтса тухнă. Ăна ỹссе аталанма ăшă анчах çитмест.

Сăн ỹкерчĕксенче: Анатолий Алексеев Сергей Козлов механизатор ĕçĕпе кăмăллă; Владимир Общин курăка тавăрса типĕтекен çĕнĕ йышши техникăна тухăçлă ĕçлеттерме хăнăхнă ĕнтĕ. Сăн ỹкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика