Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăваплă ĕçрен пăрăнар мар

15 июня 2011 г.

Кĕтмен çĕртен лекнĕ синкекрен çăлăнса тухма тепĕр чухне донор юнĕ питĕ кирлĕ. Çавăнпа та вилĕмрен çăлса хăварасси чылай чухне шурă халатлисенчен çеç мар, ытти çынран та килет. Юлашки вăхăтра Раççейре те, Чăваш Енре те донорсен йышне ỹстерес тесе чылай ĕç тăваççĕ. Акă, "Юн служби" программа ăнăçлă пурнăçланма пуçларĕ. Унăн тĕллевĕ - çĕр-шыври сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене, больницăсене юнпа тивĕçтересси. Çамрăксене те пархатарлă çак ĕçе явăçтарма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, республикăри больницăсене кунсерен 42 литр юн кирлĕ. Ку 110 донор пулăшăвĕпе танлашать. Чăваш Енре вара пин çынран 18-шĕ çеç юн парать. РФ "Юн тата унăн компоненчĕсен донорлăхĕ çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн юн паракансене социаллă пулăшусем палăртнă. Ĕнер юн донорĕсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тунă. Пирĕн районта СССР хисеплĕ донорĕсем - 61, Раççей хисеплĕ донорĕсем - 53. Аслă Пăла Тимешри Н.Викторова фармацевт, Яманчỹрелĕнчи В.Корнилова фельдшер хисеплĕ донор ятне чылай çул каялла илнĕ пулсан та паян та çак сăваплă ĕçе чун ыйтнипе хутшăнаççĕ. Ыран, çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче, районти тĕп больницăра донор кунĕ иртет. Елчĕксене çак пархатарлă ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика