Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç ăшĕнчи ял

15 июня 2011 г.

Йывăç ăшĕнчи ял

Тăхăр хуçалăхлă Атăкçырми çинчен район çыннисем те пурте пĕлмеççĕ пулĕ. Район центрĕнчен Яманчỹрел енне çулпа 25 çухрăм каймалла. Кавал, Исеккел, Çĕнĕ Эйпеç, Лаш Таяпа ялĕсем витĕр тухмалла. Тутар Пикшикне çитсен сулахаялла пăрăнмалла. Унтан - тепĕр çухрăм çурă. Унччен çак çулпа утма йывăрччĕ, лачака çăрăлатчĕ. Халĕ вĕтĕ чул сарнă, асфальт пекех такăр. Атăкçырмине Яманчỹрел çыннисем никĕсленĕ. 1910 çулта çав ялта пысăк пушар пулнă: Тукасра 40 ытла хуçалăх çунса кĕлленнĕ. 14 çемье пĕр шар курнă çĕрте тепĕр хут тĕпленме шутламан. Вăл вăхăтра Столыпинăн çĕр саккунĕпе килĕшỹллĕн хресченсен общинăран хуторсене уйрăлса тухма юранă. Вĕсем çавна шута илсе Яманчỹрелĕнчен çур- çĕр енчи Атăк çырми хĕрринчи тухăçлă çĕрсене суйласа илнĕ. Çак вырăнтан Итут шывĕ те юнашарах-çке. Касса панă çĕр çинче поселок çĕкленет. Хутсем çинче çак вырăна çырма ячĕпе Адиково тесе çырма пуçлаççĕ. Тăрăхри ялсенче пурăнакансем вара уйрăлса тухнă яла вырăсла сăмахпах Участка тенĕ. Çулсерен хуçалăхсем хушăнсах пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче 28 хуçалăх шутланнă, 80 çын пурăннă. Çав çулсенче поселок çыннисем хăйсен тăван "Красный молот" хуçалăхĕнче ака-суха тума пуçлаççĕ. Колхоз пысăк пулмасан та вăйлисен шутĕнче пулнă. Хресченсем ĕне, сысна, сурăх фермисенче тăрăшнă. Хăйсен çил арманĕ те пулнă. Атăкçырмисем тухăçлă ĕçленĕшĕн 1939 çулта Пĕтĕм Союзри Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне те хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Пĕрремĕш степень диплом, 10 пин укçа тата ЗИС-104 маркăллă машина илме тивĕçнĕ. Поселокра 30-мĕш çулсенче пуçламăш шкул та уçăлнă. 1951 çулта хуçалăха Яманчỹрелсеннипе пĕрлештерсен пĕр çемьери пек ĕçлесе пурăнакан çынсем куляннă. Ял халăхĕ ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлнă-çке. Фермăсене те Яманчỹрелне куçарса кайнă. Шкулне те хупнă. Çавна пулах хăшĕсем кунтан урăх вырăнсене куçса каяççĕ. Теприсем вара яла пĕтме памаççĕ. Яманчỹрелне ĕçлеме çỹреме пуçлаççĕ. Ачасем те каллех пĕрремĕш класранах Яманчỹрелĕнче вĕренме тытăнаççĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн çамрăксем пурăнмалли условисем япăххипе Атăкçырминче тытăнса юлман çав. Çавăнпа ĕнтĕ халĕ кунта ытларах çитмĕлтен иртнĕ кинемейсемпе стариксем анчах пурăнаççĕ. Икĕ пĕр енлĕ кас варринче пĕве çуталса выртать. Улмуççи, чие йывăççисем ăшĕнче пытаннă çуртсем. Пурте пилĕк стеналлă, тирпейлĕ, йывăçран. Хапхисем умĕнче - сип-симĕс кавир. Урамсенче те ниçта çĕр курăнмасть: ем-ешĕл курăк ỹсет. Çырма хĕррипе ват йăмрасем, çỹçесем кашлаççĕ. Раççей кунĕнче - çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче - ял çыннисем ял 100 çул тултарнине паллă турĕç. Хальхи вăхăтра кунта 9 хуçалăх шутланать, 18 çын пурăнать. Ялĕ пĕчĕк пулин те уява нумай çын пуçтарăннă. Тĕрлĕ çулсенче кунта çуралса ỹснĕ, халĕ тĕрлĕ хулапа ялта пурăнакан çĕр-çĕр çын тăван ял юбилейне килнĕ. Атăкçырминче пурăнакансене саламлама Яманчỹрелтен, Çĕнĕ Пикшикрен, Лаш Таяпаран, кỹршĕллĕ Тутарстанри Пăва районĕнчи ялсенче пурăнакансем те çитнĕ. Ял уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Вăл кашни кил хуçи хĕрарăмне Хисеп грамотисем, парнесем пачĕ. Мĕншĕн-ха хĕрарăмсене? Сăлтавĕ паллă: ялта ытларах хĕрарăмсем пурăнаççĕ, вĕсем ĕнтĕ яла пĕтме памаççĕ, кил ăшшине сыхлаççĕ, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Кашни хуçалăхра тенĕ пекех выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çĕр ĕç культурисене туса илеççĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн администрацийĕ уява ирттерме лайăх хатĕрленнине палăртса хăвармалла. Культура ĕçченĕсем пуçтарăннă халăха юрă-ташăпа нумайччен савăнтарчĕç. Ялта пурăнакансем те вĕсенчен юлмарĕç, чăваш юрри, купăс сасси ян! кайрĕ. Спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç уявра. Пĕрисем çуран чупса, теприсем калуш ывăтса, алă вăйĕ виçсе, михĕ тăхăнса, канат туртса ăмăртрĕç. Пĕр сăмахпа каласан нихăшне те тунсăхлă пулмарĕ уявра. Юрă-ташă мĕн каçченех тăсăлчĕ. Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова уява ирттерме пулăшнă, хутшăннă В.Еремеева, Л.Козлова, П.Теренина, "Яманчурино" ООО ертỹçине В.Рахмуллина, çак хуçалăхри поварсене тата ыттисене чĕререн тав турĕ.

Сăн ỹкерчĕксенче: уяв саманчĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика