Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă çул хĕррине - Хĕрес

15 июня 2011 г.

Аслă çул хĕррине - Хĕрес Хĕрес православи тĕнне ĕненекенсемшĕн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ хỹтлĕх шутланать. Çул çинчи инкек-синкекрен, усал-тĕселтен сыхлать, çумри ангелсене аякка ямасть. Çакна Хăвăлçырмари Çветтуй Троица чиркĕвне çỹрекенсем яланах асра тытаççĕ. Сергий атте ертсе пынипе ял халăхĕ нимелле çул хĕррине Хĕрес лартма шутларĕ. Çак пысăк ĕçе пуçлама Сергий атте митрополит Варнавăран пиллĕх илсе килнĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Турра ĕненекенсем ир-ирех чиркĕве пуçтарăнчĕç. Хăвăлçырмасемпе Кỹлпуçсем çеç мар, тавра ялта пурăнакансем те Хĕресе аслă çул хĕррине çĕклесе лартнă паллă саманта хутшăнчĕç. Шкул çумĕнчи "Йăл кулă" сывлăх лагерьне çỹрекенсем те çак ырă ĕçрен пăрăнмарĕç. Хĕреслĕ çỹрев Хăвăлçырма ялĕн урамĕсем тăрăх иртсе Кỹлпуç ялĕ еннелле çул тытрĕ. Çул тăршшĕпех йыш хушăнса пычĕ. Çынсен аллисенчи Турăшсемпе чиркỹ ялавĕсем хăйсен еннелле туртнăнах туйăнчĕ. Христос иконне çирĕплетнĕ пысăк Хĕрес хăйĕн вырăнне яланлăхах вырнаçрĕ. Сергий атте таса шывпа пĕрĕхсе кунта вăл ĕмĕрлĕхех вырăн тупнине палăртрĕ. Çак Хĕресе Кỹлпуçĕнче пурăнакан Николай Савиновсем ăсталанă. Кранпа "АСК-Яльчики" ертỹçи Ю.Галкин тивĕçтернĕ. Çавăн пекех ĕçпе, ырă сĕнỹпе пулăшу панă А.Александрова, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Л.Кошкина асăнса хăварас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика