15 июня 2011 г.
![Ĕмĕрлĕх асра юлмалли уяв Ĕмĕрлĕх асра юлмалли уяв](../Home/594//foto/ubiliy.gif)
Шăмат кун - Çимĕк кунĕ - Çуткỹл шкулĕ хăйĕн 120 çулхи юбилейне уявларĕ. Çуткỹл тата Вырăскасси ялĕсенче ỹссе çитĕнсе асăннă шкултан вĕренсе тухнисем тĕл пулăва йышлăн пуçтарăнчĕç. Çак кун вĕсен чун-чĕрисенче ачалăхри шухăлăх, çивĕчлĕх, хастарлăх, çепĕç туйăмсем хуçаланчĕç... Шкул историйĕнчен 1891 çулта Вырăскассинче пĕрремĕш шкул уçăлнă. Малтанах шкул çурчĕ пулман, çавна май ачасем уйрăм çынсен килĕсенче вĕреннĕ. Ачасене вырăс чĕлхипе арифметика, чистописани предмечĕсене тата Турă саккунне вĕрентнĕ. 1897 çулта икĕ ялта пурăнакансем укçа пуçтарса вăрман туяннă, 1900 çулта Вырăскассинче пĕрлехи вăйпа шкул çуртне хăпартса лартнă. Чиркỹпе прихут шкулĕнче Курнавăш чиркĕвĕн священникĕ Скворцов учитель пулса ĕçлеме тытăннă. 1917 çулта унăн ятне çĕнетсе улăштарнă. Ăна Вырăскассинчи 1-мĕш пусăмлă шкул теме тытăннă. 1933 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен _ Çуткỹлĕнчи пуçламăш шкул, 1948 çултан - 7 çул вĕренмелли шкул, 1961 çултан - 8 çул вĕренмелли шкул, 1988 çултан - тулли мар вăтам шкул, 1990 çултан - 9 çул вĕренмелли шкул... 1990 çулта икĕ хутлă кирпĕч çурт хăпартнă, 1991 çулта ача сачĕ хута кайнă. Шкул çумĕнчи участокра дендрари йĕркеленĕ. Кунта 100 ытла тĕрлĕрен тĕмпе йывăç çитĕнет. Çуткỹлти шкулти вĕрентекенсем ачасене тăван халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисемпе паллаштарас, вĕсене пăхăнса пурăнма вĕрентес тесе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Чăваш тумĕ, апат-çимĕçĕ, тĕрри- çĕвви, юрри-ташши çинчен нумай калаççĕ, чăваш вăй-йисене выляма вĕрентеççĕ. Чăваш хĕрĕн алли çыпăçуллă пулмаллине те манмаççĕ, ачасене тĕрĕ тĕрлес ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштараççĕ. "Улах ларни", "Çăварни", "Чăваш вăййи" уявĕсене уйрăмах юратаççĕ кунти ачасем. Атте-анне, Тăван çĕр-шыв, ваттисене сума суни _ çак сăваплă ăнлавсем ачасем патне çитчĕр тесе ашшĕ-амăшĕсене уяв ячĕпе саламлассине, парнесем парса хавхалантарассине йĕркелесе пыраççĕ. _ Ача тăван чĕлхесĕр, тăван халăх историйĕсĕр, унăн культурисĕр чăн-чăн çын пулаймасть. Ял, шкул историйĕ тăрăх пирĕн шкул ачисем тĕпчев ĕçĕсем çыраççĕ, тĕрлĕ наука конференцийĕсене хутшăнаççĕ. Акă, Кристина Краснова вĕренекен И.Д.Кузнецов çинчен çырнă "Человек в истории" тĕпчев ĕçĕ республикăри конкурсра çĕнтерсе Раççей шайне хутшăнма пултарчĕ, _ каласа кăтартать Е.Никифорова директор. Ачасене вĕренме, вĕсен творчествăри ăсталăхне аталантарма хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшаççĕ кунта. Пултаруллă, паянхи пурнăçпа тан утакан, кирек мĕнле кăткăс ыйту çине те тĕрĕс хурав пама пултаракан педагогсем ĕçлеççĕ шкулта. Вĕсем вĕрентỹ ĕçĕнче тĕрлĕ методика хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Çакна уява хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый та уйрăммăн палăртса каларĕç. Çирĕммĕш вĕренỹ çулĕ ачасем капăр та хăтлă çуртра вĕренеççĕ. Икĕ хутлă кирпĕч çурта Н.Кириллов шкул директорĕнче ĕçленĕ çулсенче туса лартнă. Николай Семенович шкулти дендрари çинчен те тĕплĕн каласа кăтартма пултарать. Мĕншĕн тесен вăл кунти кашни тĕмпе йывăçа хăй аллипе пуçтарнă. Н.Кириллов хăйĕн сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе, чун-чĕре ăшшипе ачасен юратăвне, ĕçтешĕсен хисеплĕвне, ял-йышăн тавне тивĕçнĕ. Çуткỹл шкулĕ паян, чăннипех, пултаруллă та ĕçчен, шкул, ял ятне çỹле çĕклеме пултаракан çынсемпе мухтанма пултарать. Вĕсем хушшинче Чăваш Республикинчи пĕртен-пĕр СССР халăх учителĕ _ П.Чернов. Петр Никифорович хăйĕн тăван шкулĕн чи хаклă хăни. Истори наукисен кандидачĕ И.Кузнецов профессор, экономика наукисен докторĕ С.Ильин, геологи наукисен кандидачĕ Б.Ильин, истори наукисен кандидачĕ В.Соколова, экономика наукисен кандидачĕ А.Кузнецова, физикăпа математика наукисен кандидачĕ Н.Кузнецов, философи наукисен кандидачĕ Н.Иванов, техника наукисен кандидачĕ С.Сверчков, педагогика наукисен кандидачĕ Я.Сапожников, ял хуçалăх наукисен кандидачĕ А.Кузнецова, СССР хисеплĕ шахтерĕ Л.Цапырин, РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Цапырин, ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ Н.Кириллов, ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Степанов, РФ автотранспорт промышленноçĕн хисеплĕ ĕçченĕ С.Медведев, РФ коммуналлă хуçалăхăн хисеплĕ ĕçченĕ Г.Александров, çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ З.Семенова, В.Васильев, А.Медведев, И.Иванов, А.Смирнов, Л.Марков, Н.Веков, А.Германов, П.Веков çар çыннисем... Вĕсем пурте çак шкулта вĕреннĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, Çимĕк уявĕ пулнипе тăван яла килнĕскерсем, хăйсен тăван шкулĕн юбилейне те кăмăлтан хутшăнчĕç. Шкул коллективĕ кунта нумай çул ĕçленĕ аслă юлташĕсен умĕнче пуç таять. А.Векова, З.Степанова, П.Дмитриев, З.Дмитриева, Г.Кириллова, М.Петрова, Д.Куприянова учитель-ветерансем çамрăксене пĕтĕм чун-чĕре хавалне парса ĕçлеме хистесе тăраççĕ, малашлăхра ырă çитĕнỹсем тума хавхалантараççĕ. Кулленхи ĕçре шкула вырăнти "Клевер" ял хуçалăх предприятийĕ, В.Максимов предприниматель пысăк пулăшу кỹреççĕ. Шкулти управляющи канашĕн членĕ С.Медведев та пысăк тав сăмахне тивĕçлĕ. Вăл, тĕп хулара яваплă ĕçре тăрăшаканскер, шкул пурнăçĕпе тăтăш кăсăклансах тăрать, пулăшу аллине тăсса пама та яланах хатĕр. Тăван шкул, тăван ял пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе Г.Александров та пысăк тỹпе хывать. Уяв программи анлă, пуян содержаниллĕ пулчĕ. Ăна пĕлсе калăплама, хатĕрлеме вĕрентекенсемпе вĕренекенсен сахал мар вăй хума тивнĕ. Пултаруллă вĕрентекенсем ертсе пынипе вĕренекенсем чаплă концерт хатĕрленĕ, вăл пурин кăмăлне те тивĕçтермелле пулчĕ. Уявра чи савăнăçли - тивĕçлисене ятран палăртса сумласси пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ачасене пĕлỹ тата воспитани парас ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшакансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин, Чăваш Республикинчи вĕренĕвĕн профсоюз организацийĕн, Елчĕк район администрацийĕн Хисеп грамотисене, шкул директорĕ Е.Никифорова шкул дирекцийĕн Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене парса чыс турĕç. Çуткỹл шкулĕнче вĕреннĕ эстрада юрăçи М.Горшкова, Е.Чекушкина (Елен Нарпи) çыравçă та ачасен яланхи кĕтнĕ хăнисем. М.Горшковăпа Л.Васильева çамрăк юрăçă Çуткỹлсемпе Вырăскассисене уяв концерчĕ йĕркелесе пачĕç...
Сăн ỹкерчĕкре: уявăн хаклă хăнисем; педагогика ĕçĕн ветеранĕсене чыслаççĕ.