Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе пуçăнни çĕр ĕç тунипе тан

15 июня 2011 г.

Ĕçе пуçăнни çĕр ĕç тунипе тан

Шăпах утă çине тухма вăхăт çитсен эрнипе витререн тăкнă пек çумăр çуса тăни ĕçе пуçăнма чăрмантарса тăчĕ. Апла пулин те çанталăк уяртнă хыççăнах "Прогресс" акционерсен хупă обществинче ĕнер нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухрĕç. Ĕçе пуçăнасси анчах, пуçăнсан - каять вара... - Утăлăх курăка çулма тухма кая юлман, шăпах вăхăтлă ĕлкĕртĕмĕр, çумăр урăх çумасан ăна 4-5 кун хушшинче пухса кĕртме мĕн пур майсем çителĕклĕ, ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама малтанах тĕплĕн хатĕрленнĕ, - тет общество директорĕ Петр Скворцов. Ял хуçалăх предприятийĕнче нумай çул ỹсекен курăксем анчах 1000 гектар ытла лаптăк йышăнаççĕ. Унсăр пуçне, фермăри выльăхсен хисепĕ çулсерен ỹссе пынине тĕпе хурса кăçал пĕр çул ỹсекен курăксене те 1100 гектара яхăн лаптăкра акса хăварнă, çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 350 гектар ытларах шутланать. Ял хуçалăх предприятийĕн тăватă бригадинче те пĕр харăс нумай çул ỹсекен курăксене çулма тухнă. Çак ĕçе пурнăçлама чи ăста механизаторсене шанса панă. Эпир пулнă Патреккел бригадинче КПС-5 агрегата çирĕм виççĕмĕш çул Владимир Воронцов ĕçлеттерет. Унăн хальхинче нумай çул ỹсекен курăксене пурĕ 100 гектар çинчен çулмалла. Чи малтан костерпа люцернăна хутăш акнă лаптăка çулма тухмалли паллă пулчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕнче ял хуçалăх культурисене çум курăкран хỹтĕлесе 1400 гектар çинче гербицид сапнă, тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран сыхласа 190 гектар çинче им-çампа усă курнă.

Сăн ỹкерчĕкре: Владимир Воронцовпа (сылтăмра) пĕрле Александр Мордвинов тĕп агроном, Патреккел бригадин бригадирĕ Петр Кудрявцев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика