11 июня 2011 г.
Çуткỹл шкулĕ хăйĕн 120 çулхи юбилейне уявлать. Çак шкултан вĕренсе тухнисем хушшинче паллă çынсем нумай. Вĕсенчен пĕри - СССР халăх учителĕ, РСФСР тата ЧАССР шкулĕсен тава тивĕçлĕ учителĕ Петр Никифорович Чернов. П.Чернов хăйĕн тăван шкулĕ çинчен аса илсе çакăн пек каласа кăтартать. - Вăхăт нимĕн сисĕнмесĕрех питĕ хăвăрт малалла шăвать. Манăн тăван шкулăм 120 çул каялла уçăлнă. Эпĕ çак шкултан вĕренсе тухни вара кăçал 70 çул çитрĕ. Унтанпа сахал мар вăхăт иртнĕ пулин те, хам вĕреннĕ тапхăра савăнăçпа аса илетĕп. 1937 çулта пуçласа пĕрремĕш хут парта хушшине лартăмăр. Пире çамрăк учительница Александра Варфоломеевна Ашмарина (Кипеç) епле ăшшăн кĕтсе илни паянхи пекех асăмра. Эпир ун çине куç илмесĕр тинкеретпĕр, унăн кашни сăмахне тимлĕн итлетпĕр, унăн тирпейлĕхне, чипер сăн-сăпатне пăхса савăнатпăр. Малтанхи кунсенченех вĕрентекен пек ятуллă пулма тăрăшатпăр. Вăл çулсенче пуçламăш шкула Герасим Дмитриевич Дмитриев (Çуткỹл) ертсе пыратчĕ. Вăл пирĕншĕн темле пысăк пуçлăх пекех туйăнатчĕ. Герасим Дмитриевич ачасемпе нихăçан та сасă хăпартса калаçмастчĕ пулин те, унтан пурсăмăр та именеттĕмĕр. Анчах та ăна 1937 çулта авăн уйăхĕн вĕçĕнче "халăх тăшманĕ" тесе айăпларĕç, каярахпа таса ятне тавăрчĕç. Çак тапхăртан пуçласа вĕрентекенсен йышĕ час-часах улшăнма пуçларĕ. Учительсене çара илме пуçланипе тĕрлĕрен çынсем вĕрентрĕç. Апла пулин те пире вĕрентсе ăс паракан учительсем пĕринчен тепри тĕлĕнмелле пултаруллăччĕ, ырăччĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕрех пуç таятпăр. Тăватă çул хушшинче пире тĕрлĕ çулсенче, тĕрлĕ классенче Александра Ивановна Дмитриева, Семен Кириллович Кириллов, Дария Деомидовна Петрова (Доброхотова), Николай Архипович Питеркин, Иван Федорович Федоров, Раиса Семеновна Печкина (Кошкина) вĕрентрĕç. Эпир вĕсене питĕ хисеплеттĕмĕр, юрататтăмăр. Эпир вĕреннĕ вăхăтра (1937 - 1941 çулсенче) шкулта пионер организацийĕ вăйлă ĕçлетчĕ. А.И.Дмитриева ертсе пынипе художество пултарулăх кружокĕ те хăйĕн ĕçне çỹллĕ шайра йĕркелесе пыратчĕ. Тавра курăма ỹстерес тĕллевпе çуллахи вăхăтра тĕрлĕ вырăнсене экскурсине илсе тухатчĕç. Çамрăксене ĕçе вĕрентес шутпа колхозри çамрăк выльăхсене шефа илсе фермăсене ĕçлеме те каяттăмăр. Шкулта кашни чĕрĕкрех ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттеретчĕç, эпир вĕсен умĕнче хамăр пултарулăха кăтартма тăрăшаттăмăр. Çуллахи вăхăтра шкул участокĕнче тĕрлĕ культурăсем акса çитĕнтереттĕмĕр. Шкулăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парасси. Çуткỹл шкулĕ çак тĕллеве тивĕçлипе пурнăçласа пыни савăнтарать. Ку шкултан вĕренсе тухнă паллă çынсен ячĕсене шутласа та пĕтерес çук. Кунта вĕренсе ăс никĕсне илнĕ çынсем хушшинче наука докторĕсемпе кандидачĕсем, профессорсем, тава тивĕçлĕ учительсемпе медицина ĕçченĕсем, СССР халăх учителĕ, паллă артистсемпе çыравçăсем, хисеплĕ ятсемпе правительство наградисене тивĕçнĕ çĕр ĕçченĕсем, механизаторсем, спортсменсем тата ытти çынсем те йышлă. Шкул халăх пĕлĕвне, культурине аталантарас енĕпе сахал мар ĕç туса ирттерет. Икĕ ялтан кăна тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсене пĕтерсе алла диплом илнĕ çынсем мĕн чухлĕ-ши?! Эпир ỹснĕ вăхăтра Вырăскассипе Çуткỹл ялĕсенче кашни çемьерех ỹссе çитĕннĕ çынсем учитель пулса тĕрлĕ шкулсенче ĕçлетчĕç. Эпир те, виçĕ пĕр тăван, шкулта ачасене вĕрентес енĕпе ĕçлерĕмĕр. Манăн 50 çул çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парас енĕпе тăрăшни тăван шкул, унта ĕçленĕ вĕрентекенсем çирĕп ăс, пĕлỹ никĕсне хывса хăварнинче тесе шутлатăп. Шкул 120 çул тултарнă ятпа унти вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, шкулта ĕçлекенсене саламласа ĕçре тата пысăк çитĕнỹсем тума, сывлăх, телей, такăр çул сунатăп, пурне те сума суса тав тăватăп. Таса вырăн тирпейлĕ пултăр Çимĕк уявĕ çĕр-шыв пĕтĕмпех ешерсе чечекленнĕ чухне килет. Ăна Троица умĕн уявлаççĕ. Эрне кун каçхине вилнĕ çын киле таврăнать, теççĕ. Çимĕк кунне асăнса пурте сăра тăваççĕ, икерчĕ пĕçереççĕ тата çăмарта хăпартни лартаççĕ. Кашни кил-çуртра хăйсен çемйипе пĕрле ваттисене асăнаççĕ. Пĕр-пĕр çуртран уйрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕприсене аса илеççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене асăнаççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе асăнаççĕ. Ĕлĕк Çимĕкре ваттисене ĕрет тусах чысланă. Масар çине тухма халăх йышлăн пухăнать. Уяв çитиччен ял халăхĕ масар çине кайса тирпейлет, илем кỹрет. Иртнĕ канмалли кунсенче те ял çыннисем масар çине тухса типнĕ йывăçсене каснă, хăрнă туратсене пуçтарнă. Тăрăм ял масарне пăхса тăма Владимир Сергеева çирĕплетнĕ, ăна вăл чун ыйтнипе пурнăçласа пырать. Çỹп-çапа пуçтарма масар хĕррине тимĕр контейнер лартнă. "Самообложени укçипе çĕнĕрен карта тытма 130 метр сетка туяннă тата юпасем илмелле, ĕçлемелли чылай", - пĕлтерет ял тăрăхĕн ертỹçи. Хамăрăн несĕлĕмĕрсен вил тăприне тирпейлĕ упрасчĕ.