11 июня 2011 г.
Акатуй уявĕн программинче спорт ăмăртăвĕсем яланхи пекех пуян пулчĕç. Кану паркĕн территорийĕнче вĕсем 11 сехетрен пуçласа 17 сехетченех пычĕç. Кашни тупăшу-ăмăрту патне куракансем йышлăн пухăннă. Спорт ăмăртăвĕсем пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче вĕренекенсен эстафета чупăвĕнчен пуçланчĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисенчи 4 хĕр ача тата 4 арçын ача 200-шер метра чупрĕç. Кунта Чăваш Тăрăм шкулĕнче вĕренекенсем мала тухрĕç. Вăтам шкулсен командисенчи 3-шер хĕр ачапа арçын ача 200-шер метра чупса ăмăртрĕç, Елчĕксем финиша пĕрремĕш çитрĕç. Лаш Таяпари акар йыттисен питомникĕ çинчен илтмен çын çук пулĕ? Акар йытăсем мулкач е кашкăр хăваласа тытнине чăннипе уявра кăтартса параймăн. Анчах вĕсен пултарулăхне механика енĕпе чупакан "мулкач" тĕрĕслерĕ. Лаша спорчĕн ăмăртăвĕ Акатуйра яланах чи илĕртỹлли шутланать. Кашни çулах ăна пин-пин çын курса савăнать. Кăçалхи те çавах пулчĕ. Пĕчĕк урапа кỹлнĕ рысаксем 1600 метра чупрĕç. Лаш Таяпари йытăсен питомникĕшĕн чупнă "Пульман" лаша, И.Галимзянов тытса пынăскер, финиша чи малтан çитрĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн тĕп парнине - тихана çĕнсе илчĕ. Çĕнĕ Эйпеçри А.Осипов урхамахĕ "Пафос" ятлăскер А.Краснов тытса пынипе иккĕмĕш, А.Каргин (Яманчỹрелти сельхозхими) "Посланник" урхамахпа виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Урапа çине 300 кг груз хунă лашасен ăмăртăвĕ интереслĕ иртрĕ. "Аранчеево" ОООн С.Никоноров тытса пынă "Ракета" лаши 800 метра пĕр минут та 37 çеккунтра чупса тухрĕ, район пуçлăхĕн Р.Молодован тĕп парнине çĕнсе илчĕ. "Эмметево" ОООри "Молния" лаша (П.Никифоров) çĕнтерỹçĕрен пĕр çеккунт кăна кая юлчĕ. "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи В.Семенов тытса пынă "Ласточка" лаши виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Таса ăратлă урхамахсемпе сĕрен янине те куракансем ăшшăн йышăнчĕç. Çĕнĕ Эйпеçри А.Осиповăн "Марсельеза" лашине (юлан утçи В.Козлов) çитекенни пулмарĕ. Лаш Таяпари йытăсен питомникĕн "Гордей" ятлă урхамахĕ (П.Павлов), "Комбайн" ЯХПКн "Диоген" лаши (Г.Московский) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Ĕç лашисен чупăвне кăçал 6 лаша хутшăнчĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕн К.Мифтахутдиновăн тĕп парнине "Комбайн" ЯХПКри Г.Ельцов "Алика" лашапа чупса çĕнсе илчĕ. "Прогресс" АХОин "Тайпике" лаши (юлан утçи А.Морозов) иккĕмĕш вырăнта. Çак вăхăтра культурăпа кану паркĕнче спорт ăмăртăвĕсем хĕрсех пычĕç. Хĕрарăмсем хушшинче алă вăйĕ виçессипе Е.Портнова (Аслă Пăла Тимеш), Е.Еремеева (Питтĕпел), И.Михеева (Лаш Таяпа) мала тухрĕç. Арçынсем 75 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче тупăшрĕç. Йывăр виçере А.Семенов (Шупашкар), С.Солин (Тĕмер), А.Айметов (Елчĕк) пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. 75 кг çитичченхи виçере А.Дергачев (Аслă Пăла Тимеш), В.Архипов (Аслă Шăхаль), А.Кипятков (Патăрьел районĕ) чи вăйлисем пулчĕç. Кире пуканĕ йăтакансен тупăшăвне хутшăнакансем те йышлă пулчĕç. 70 кг çитичченхи виçере Н.Николаев (Ĕнел), В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа), А.Медведев (Патăрьел районĕ) пьедесталăн картлашки çине хăпарма тивĕç пулчĕç. 70 кг йывăртарах виçере А.Кипятков (Патăрьел районĕ), В.Иванов (Яманчỹрел), А.Федоров (Курнавăш) палăрчĕç. Хĕрарăмсем абсолютлă виçере кĕрешрĕç. Вĕсем 16 кг кире пуканне сулласа йăтрĕç. Чи лайăх кăтарту тăвакан Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Е.Еремеева (Питтĕпел), Н.Авксентьева (Кивĕ Эйпеç) йышăнчĕç. 24-шар кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен икĕ минутра хăш команда нумайрах йăтать? Çак тупăшура кашни командăра 4-шар участник пулчĕ. Елчĕк ял тăрăхĕн командин кăтартăвĕ чи лайăххи. Патăрьел районĕн тата Лаш Таяпа ял тăрăхĕн атлечĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Канат туртакансем те куракансене тунсăхлама памарĕç. Кунта "Победа" ОООн тĕреклĕ арĕсем нихăш командăна та выляса ямарĕç, тивĕçлипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Тĕмер тата Кĕçĕн Таяпа ялĕсен маттур арĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Штанга йăтасси Акатуй программинче тĕп вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ. Çамрăксем 45, 60 кг çитичченхи тата унран йывăртарах, арçынсем абсолютлă виçере кăкăр çинчен штанга тĕртрĕç. Çамрăксен ушкăнĕнчи çăмăл виçере Э.Миронов (Энтепе), В.Викторов (Елчĕк), В.Новиков (Курнавăш) палăрчĕç. Вăтам виçере В.Краснов (Елчĕк), А.Шляпин (Елчĕк), С.Грибов (Çĕнĕ Пăва) çĕнтерчĕç. 60 кг йывăртарах виçере Г.Ягудин (Аслă Пăла Тимеш) кăкăр çинчен 120 кг штангăна тĕртрĕ, пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене А.Марков (Энтепе), А.Смолин (Çĕнĕ Пăва) пайларĕç. Арçынсен ушкăнĕнче И.Ишмуратов (Елчĕк) районти Акатуйсенче кăçалхипе 17-мĕш хут çĕнтерчĕ. Вăл кăкăр çинчен 140 кг тĕртрĕ. Кивĕ Эйпеçри Ю.Балтаев, Елчĕкри А.Дмитриев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Волейбол турнирĕнче Шупашкарти Елчĕксен ентешлĕхĕн команди çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене "Улăп" спорт комплексĕн, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн командисем йышăнчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвне 55 кг çитичченхи виçере çамрăксем пуçларĕç. Çамрăк спортсмен Э.Адюков (Аслă Елчĕк) çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Аслă Елчĕкри И.Черновпа А.Горшков иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 65 кг çитичченхи тата унран йывăртарах виçесенче те Аслă Елчĕксем - А.Шаковпа И.Чернов çĕнтерчĕç. Э.Дергуновпа (Кушкă) М.Спиридонов (Çĕнĕ Пăва) - иккĕмĕш, А.Васильевпа (Таяпа Энтри) Р.Галимов (Кушкă) виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Çитĕннисем абсолютлă виçере кĕрешрĕç. Ытти çулсенчи пекех Кармал ялĕнчи Александр Лапшина çĕнтерекенни тупăнмарĕ. Вăл така çĕнсе илчĕ. С.Абрамов (Çĕнĕ Пăва), А.Горшков (Аслă Елчĕк) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Тутар-пушкăрт мелĕпе кĕрешесси Акатуй уявĕнче яланах тĕп ăмăрту пулнă, малашне те çавăн пекех пулать. Малтанах 75 кг çитичченхи тата унран йывăртарах виçесенче çĕнтерỹçĕсене палăртаççĕ. Чи вăйлисем "Акатуй паттăрĕ" ята илессишĕн кĕрешеççĕ. Çăмăлтарах виçере малти виçĕ вырăна Аслă Елчĕксем - А.Горшков, Н.Чернов, Д.Афанасьев йышăнчĕç. 75 кг йывăртарах виçере В.Петрушкин (Аслă Елчĕк) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - А.Воронцов (Патреккел) тата А.Перцев (Аслă Елчĕк). Акатуй паттăрне В.Петрушкинпа А.Горшков хушшинчи кĕрешỹ татса пачĕ. Кăçал та, ытти çулсенчи пекех, чи хисеплĕ ята В.Петрушкин тивĕçрĕ.