11 июня 2011 г.
Малтанах палăртса хунă халăх вăййисем иртекен вырăна ытларах çамрăксем пухăннă. Силленсе тăракан пĕрене тăрăх утса вĕçне çыхса хунă парнене - чăхха илме пĕрре те çăмăл мар. Пĕрене тăрăх меллĕ утса килмесен тỹрех пĕчĕк бассейнри шыва чăматăн. Йышлăн хутшăнчĕç çак вăййа. Чăх илекенсен йышĕнче - С.Трофимов (Тăрăм), Д.Новиков (Курнавăш), Н.Сенькин (Патреккел). С.Трифонов (Питтĕпел), Г.Куприянов (Ĕнел), В.Марков (Елчĕк) тата ыттисем. 15 çын килĕсене чăх йăтса кайрĕ. Юпа тăрăх хăпарса ун тăрринчи парнене илес текенсен йышĕнче ытларах шкул ачисем пулчĕç. В.Марков (Яманчỹрел), А.Егоров (Тăрăм) вăр-варлăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Пĕрене çине ларса тулли михĕсемпе пĕр-пĕрне çапса ỹкерессишĕн пынă кĕрешỹ те çивĕч пычĕ. Çĕнтерỹçи - А.Кожевников (Ĕнел). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Д.Карсаковпа (Яманчỹрел) И.Карпов (Елчĕк) пайларĕç. Хапха урлă кире пуканĕ ывăтнă çĕрте вара арçынсем йышлăн пулчĕç. 3 метр çуллĕшĕнчен ывăтма пуçланă спорт тусĕсем. 4 метра ывăтнă чухне 11 çынран виççĕн тăрса юлнă. Çĕнтерỹçи - О.Смирнов (Çĕнĕ Шупашкар). С.Чермаков (Исемпел) иккĕмĕш, А.Павлов (Кавал) виççĕмĕш вырăнсенче. 150 килограмлă трактор урапине йăвантарса кустарнине пăхса тăма та пит кăмăллă. Вăйлă арçынсем нумай пирĕн тăрăхра. С.Чермаков (Исемпел) урапана 15 хутчен кустарчĕ. В.Семенов (Кĕçĕн Таяпа) иккĕмĕш, Д.Полиевтов (Анатри Тимеш) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Йăлана кĕнĕ вăйă - хĕрарăмсем калуш ывăтасси те пулчĕ. Çĕнтерỹçĕпе призерсем - Н.Хушкина (Аслă Елчĕк), Л.Максимова (Кĕçĕн Таяпа), Г.Шекерева (Кивĕ Эйпеç). Куçа хупласа чечек савăтне патакпа çĕмĕрме пĕрре те çăмăл мар иккен. Хутшăнакансем нумаййăн пулчĕç - çĕмĕрекенсем вара сахалăн. Халăх вăййисем тата та пулчĕç уявра. Ĕлĕкрен пыракан вăйăсем Акатуя илем кỹчĕç. Чи маттуррисемпе вăйлисене ук-çан парса хавхалантарчĕç.