Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и тăвансем, ай, савнар-и...

11 июня 2011 г.

Ай, юрлар-и тăвансем, ай, савнар-и... Кирек мĕнле уяв та савăк юрăпа, илĕртỹллĕ ташăпа илемлĕ. Акатуя вара культура ĕçченĕсем яланах чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Епле пулсан та район çыннисене, хăнасене лайăх кăмăл парнелесшĕн вĕсем. Ял тăрăхĕсенчи юрă-ташă ăстисем уявра хăйсен пултарулăхне пур енлĕн уçса пачĕç. Ентешсемĕр, пухăнсамăр, Çепĕç кĕвĕ шăратар, Елчĕк ен кермен пек капăр Мĕншĕн пирĕн юрлас мар... Акатуйăн "Чыс, мухтав сире, çĕр ĕçченĕсем" культура программине районти пĕрлештернĕ хор Н.Карлинăн "Елчĕк гимнĕпе" уçрĕ. Баянисчĕсем - В.Архипов, Г.Борисов тата С.Краснов. Дирижерĕ - И.Шурбин. Хор янăратнă "Тăван ял урамĕсем", "Айтăр, юрлар" юрăсем сулхăн çанталăка пула пусăрăннă куракансен кăмăлне аван çĕклерĕç. Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи нумаях пулмасть йĕркеленĕ "Туслăх" ансамбль кĕске вăхăтрах ял çыннисен юратăвне çĕнсе илчĕ. Ĕнерхи культработниксемпе пĕрле тĕрлĕ ялти юрă ăстисем вырăс, чăваш халăх юррисене епле хитре шăрантараççĕ. Хальхинче вĕсем "Встреча друзей" тата "То не ветер" юрăсемпе куракансен чĕрисене тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Патреккелсен çĕр-шывĕпе чапа тухнă хорĕ "Савни вăййа тухмарĕ", "Янра, купăсăм" юрăсене илемлĕ шăрантарчĕ. Туслăх, юрату юррисем ытларах пулчĕç концертра. Вĕсем кашнийĕн чун-чĕрине ăшăтрĕç пулинех, шăппăн лараймарĕ чылайăшĕ, артистсемпе пĕрле юрларĕ. Энтепери Марковсем, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юрату çинчен юрласа çамрăклăха аса илтерчĕç. Вырăскассинчи фольклор коллективĕ çулран-çул пысăк утăмсем тăвать. Вĕсем хăна юррисене шăрантарнине пăхса ларма кăмăллă. Чăваш тумĕсене тăхăннă хĕрарăмсем юрлама кăна мар, ташлама та ухата. Саккăрла çаптараççĕ кăна вĕсем чăваш ташшине. Çĕнĕ Пăвари культура çуртне çамрăксемпе тан ваттисем те йышлăн çỹреççĕ. О.Фомина, Г.Петрова, С.Кисилева "Волжанка" юрра çепĕççĕн юрлани пурин кăмăлне те кайрĕ. А.Крысов "Савни" юрăпа савăнтарчĕ. Андрей юрлама юратать, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Унăн ашшĕпе аслашшĕ те культура çуртĕнче ирттерекен мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. Курнавăшри Елена Цветкова та сцена çинче пуçласа мар. Хальхинче вăл " В горнице" юрăпа тыткăнларĕ. Информаципе культура центрĕ çумĕнчи "Палан" ансамбль "Юрату улма пулсан" юрра "Çавал" ансамбльтен пĕрре те начар юрламарĕ. Елчĕкри искусство шкулĕнчи преподавательсен "Мерчен" ушкăнĕ пирки ăшă сăмахсем нумай калама пулать. Чăннипех те юрă илемне туякансем ĕçлеççĕ унта. Вĕсен вырăс халăхĕн "Ночка луговая" тата "Золотая ярмарка" юррисене куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Çакă савăнтарать: юлашки вăхăтра кашни культура учрежденийĕнче ансамбльсем, ушкăнсем йĕркеленĕ. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе районта чапа тухнă тесен те йăнăш мар. Районти юрăçсемпе интересленекен çын "Хавас", "Сударушки", "Шанчăк", "Тарават" ушкăнсене пĕлетех. Çамрăк юрăçсем те Елчĕк тăрăхĕнче сахал мар. Акă, Анатри Тимешри И.Александрова пуласлăхĕ пысăкки куç умĕнче. Вăл "Спи, мое солнышко" юрра юрланă чухне кирек камăн та чĕри ăшшăн-ăшшăн тапать. Мĕнле халăх ташшине кăна курса киленмерĕ-ши Акатуй халăхĕ. Районта çулсерен ташă ушкăнĕсем нумайланса пыраççĕ. Вăрăмхăвари культура ĕçченĕсем вара кулăшсем лартма ăста. Халĕ вĕсем "Самолетра" сценкăпа ăша тытса кулмалла савăнтарчĕç. Хресченĕн тĕп уяв концертне инçетрен килнĕ хăна - Анастасия Петрянкина (ашшĕпе амăшĕ Аслă Елчĕк) илем кỹчĕ. Вăл Санкт-Петербургри ача-пăча балечĕн патшалăх театрĕн солисчĕ. Концерт вăхăтĕнче "Пĕчĕк Фея" тата "Елчĕк пики" районти илемлĕх конкурсĕсене хутшăннисем хăйсене тата тумĕсене кăтартса подиумра утнă пекех туйăнчĕ. Ытармалла мар хитре те чипер, илĕртỹллĕ пирĕн тăрăхра çитĕнекен хĕр ачасем. Уява Чăваш патшалăх филармонинчи Августина Уляндина тата "Чăваш ен" ансамбль чĕрĕлĕх кĕртрĕç. "Чăн-чăн артистка çав. ун пекки республикăра та сайра", - теççĕ куракансем паллă юрăçпа пĕрле "Айтăр, хĕрсем вăрмана" юрра инçете янраттарса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика