Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака пăттине ас тивер-и ?

11 июня 2011 г.

Авалхи йăлапа çĕр ĕçченĕ çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ака пăтти пĕçерет, ушкăнпа уяв кĕрекине пуçтарăнать. Акатуйра ака пăтти пĕçересси районта çирĕп йăлана кĕнĕ. Çавна май ял хуçалăх предприятийĕсем тулли кĕреке хатĕрлессишĕн малтанах тĕплĕн хатĕрленеççĕ. "Яманчурино" ял хуçалăх предприятийĕ ĕçре те яланах малта, сĕтелĕ те çăкăр-тăвартан пуян вĕсен. Çывăхри вăрманта ĕнер кăна пуçтарнă сĕтеклĕ тирек кăмпин тутлă шăрши, авă, сăмсана епле кăтăклать. Чăн чăвашла, ĕлĕкхи пек килте касса пĕçернĕ салмапа пултăран яшки, кулач-пỹремечĕ, шăрттанĕ, шашлăкĕ, чуна уçăлтарса яракан сим пылĕ... Паллах, уяв сĕтелĕ çинче чи сумли - ака пăтти. "Колос" ял хуçалăх предприятийĕ те уява кашни çул тулăх сĕтел хатĕрлет. Тĕрлĕ курăксенчен хатĕрленĕ сиплĕ чей сăмаварта чашлатса анчах ларать, çак кунхи ăмăр çанталăкра, уйрăмах, ăна пылпа ĕçни мĕне тăрать! Лаш Таяпари Н.Бикулов хресчен хуçалăхĕ те хăнасене пит тарават. "Рассвет", "Сатурн", "Прогресс", "Победа", "Эмметево", "Слава картофелю - "Яльчики" агрофирма, "Нива", "Комбайн", "Арланово", "Энтепе" ял хуçалăх предприятийĕсем те ака пăттине тутлă пĕçернĕ. Уява пуçтарăннă район çыннисене лавкка-палаткăсенче сутуçăсем тарават кĕтсе илчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшрĕç. Пасар ĕçме-çимепе анчах пуян пулмарĕ, уйрăм çынсем те кунта тĕрлĕ япаласемпе сутă турĕç. Кунта хăйсен килти хушма хуçалăхĕнче çитĕнтернĕ помидор, купăста, пăрăç калчисене сутакансем те йышлăн пулчĕç. Çĕнĕ Пăвари ĕçчен çынсемпе _ В.Скирдовăпа тата Л.Егоровăпа эпир кăмăлтан паллашрăмăр. Курнавăшри А.Никитин тăмран шăхличĕ тăвать, вĕсене вăл кашни çулах уяв пасарне сутма тухать. Хальхинче те ача-пăча унăн йĕри-тавра хĕвĕшрĕ анчах. Уяв программине йĕркелекенсем, кăçал расна, ачасене хавхалантармалли майсене нумай тунă. Вылямалли площадкăсем, аттракционсемпе карусельсем темиçе те пулчĕç. Çитĕннисем валли SUZUKI автомобиль моделĕсен тест-драйвне йĕркеленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика