Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтав сана, уй-хир ĕçченĕ,

11 июня 2011 г.

Мухтав сана, уй-хир ĕçченĕ,

 

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче палăртнă районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ умĕн, тепĕр кунхине те пĕр чарăнми тенĕ пек çумăр лỹшкентернине пула яваплă мероприятие йĕркелесе ирттерессинче пысăк чăрмавсем пуласса ăнланса кĕтнĕ уява çĕртме уйăхĕн 7-мĕшне куçарни те районта пурăнакансен кăмăлне хуçаймарĕ. Пачах тепĕр майлă, çак кунсенче татти-сипписĕр çумăр çуни çĕр ĕçченне ыр хыпар - тухăçлă тырă-пулă çитĕнесси çинчен пĕлтернĕнех туйăнчĕ. Çавна май районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенчи çĕр ĕçченĕсем, уйрăмах, уявра хавхалануллă кăмăл-туйăмлă пулни уççăнах палăрса тăчĕ... Районта 54-мĕш хут иртекен ĕçпе юрă тата спорт уявне Раççей пĕлтерĕшлĕ мероприятие - Космонавтика çулталăкне халалланă. Çакна уяв сценине капăрлатнă баннерсем, халăх промыслысен маçтăрĕсем туса хатĕрленĕ тата кашни ял тăрăхĕ "Тĕнче уçлăхĕ - уçă океан" ятпа йĕркеленĕ куравсем те уçăмлăн, ĕненмелле кăтартса параççĕ. Космонавтика çулталăкĕ пулнине асра тытса Элекçей Тимешри Никифоровсем хăйсен çулталăк тултарнă Ярослав ывăлне космонавт тумтирĕ çĕлесе тăхăнтарнă. Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕ кун-çул шăпине авиаци ĕçĕпе çыхăнтарнă хăйсен тăрăхĕнчи паллă çынсемпе - Петр Перепелкинпа, Борис Красновпа (Çирĕклĕ Шăхаль), Анатолий Сахаровпа, Геннадий Александровпа (Тĕмер), Геннадий Каримовпа (Кỹлпуç) паллаштарчĕ. Вĕсем çинчен уява пынисене Н.Захарова библиотекарь тĕплĕн каласа кăтартрĕ. Куракансем уйрăмах Елчĕк, Курнавăш, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ куравсемпе кăсăкланса паллашни тỹрех куçа курăнать. Çĕр куç - çĕр тĕрлĕ хаклав. Елчĕк ял тăрăхĕ йĕркеленĕ куравра, тĕслĕхрен, алă ăстисен кружокне çỹрекен (ăна Элекçей Тимешри Б.Пятаков ертсе пырать) çамрăксем хăйсем ăсталанă япалисем тĕп вырăнта тăраççĕ. Б.Пятаков ертсе пынипе тата хавхалантарнипе кунта, чăннипех, пултаруллă, "ылтăн алăллă" çамрăксем ỹссе çитĕнеççĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта ĕç урокĕсене ертсе пыракан С.Долгов та ачасене алă ĕçне хăнăхтарассинче пысăк тỹпе хывать. Курнавăшсем тĕлĕнмелле хитре те килĕшỹллĕ чăваш тĕррисене, бисертан тунă мăй çыххисемпе, сулăсене кăтартса çынсен чунĕсене тыткăнларĕç. Курнавăш ял тăрăхĕ йывăçран тĕрлĕ япаласем касса тума пултаракан ăстасемпе те пуян. Çакна эпир И. Турхан тата В.Горшков ăстасен ĕçĕсенчен те яр уççăнах куратпăр. Лаш Таяпа ял тăрăхĕ уява пыракансене Яманчỹрел вăрманĕнчи сиплĕ курăксемпе паллаштарчĕ. Çĕртмен 7-мĕшĕнче çанталăк ăмăр - халь-халь çумăр лỹшкентерме тытăнассăн тăчĕ, самай сулхăн пулчĕ пулин те районта пурăнакансем Акатуя - çĕр ĕçченĕсене чыслама - пархатарлă ĕçшĕн тав тума ушкăнпа пуçтарăнчĕç. Ял тăрăхĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем ертсе пынипе производствăра малта пыракансем, культура ĕçченĕсем Ярмăркка урамĕнчен пуçласа тĕп сцена патне утса çитнĕ хыççăн савăнăçлă самант - уяв пуçланчĕ. Тĕрлĕ наци костюмĕсене тăхăннă художество пултарулăх коллективĕсем "Туслăх кăшăлĕ" йĕркелеççĕ. Вĕсем пирĕн районта тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе туслă, килĕштерсе пурăннине çирĕплетсе тĕрлĕ юрă шăрантараççĕ. Сцена çине ял çыннине ака ĕçĕсене вĕçленĕ ятпа - уяв ячĕпе саламлама район пуçлăхĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем - К.Мифтахутдиновпа О.Викторов, Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политика министрĕн çумĕ С.Петрова, Тутарстан Республикин кỹршĕллĕ Пăва район пуçлăхĕн çумĕ В.Егоров хăпараççĕ. Пархатарлă ĕçпе палăрнă маттур ĕçченсем вара Акатуя савăнăçлă лару-тăрура уçма ирĕк çĕнсе илнĕ. Вĕсем: 2011 çулхи ака чемпионĕ, акционерсен "Прогресс" обществинчи В.Борисов, йывăр атлетика енĕпе Чăваш Республикинче темиçе хутчен те чемпион ятне тивĕçнĕ спорт мастерĕ И.Ишмуратов тата Елчĕкри тĕп библиотекăри краеведени секторĕн заведующийĕ Л.Иванова. Уяври савăнăçлă самант - малта пыракансене чысласси. Чи малтан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ М. Михайловский иртнĕ кунсенче Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев çирĕплетнĕ Указпа паллаштарчĕ. Ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн акционерсен "Прогресс" обществинче тăрăшакан Ю.Каринкин водителе "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ ятпа саламларĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи А.Соловьева тĕп бухгалтер, акционерсен "Прогресс" обществинчи аккумуляторсемпе электрооборудованисене юсакан А.Доброхотов Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, "Чăвашьенкрахмал" сахал яваплă юлташлăхри Е.Иванова технолог Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тав хутне илме тивĕçлĕ пулни те пысăк ят-сум. Производствăра малта пыракансен тепĕр ушкăнне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, "Единая Россия" политика партийĕн Тав хучĕсене парса чыс турĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин çĕр ĕçченĕсене ака ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçленĕ ятпа саламланипе пĕрле çирĕплетнĕ йышăнупа паллаштарчĕ, производство çĕнтерỹçисене ятран палăртса тав турĕ. Ака ĕçĕсене пурнăçлассипе ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче акционерсен "Прогресс" обществине тата "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативне, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче Таяпа Энтринчи Владимир Галкин кăçалхи акара чи лайăх ĕçленине палăртнă. Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕнче (хĕллехи тапхăрти 7 уйăхра) "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕпе "Победа" сахал яваплă юлташлăх тата "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ мала тухнă. Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисем те Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика