07 июня 2011 г.
Юлашки вăхăтра çамрăксем хăйсене тивĕçлĕ ĕç тупайманни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлỹ илесси вара чылай чух сахал мар укçа-тенкĕпе çыхăннă. Çав вăхăтрах яшсемпе хĕрсен çар комиссариачĕ урлă тỹлевсĕр вĕренсе професси илсе Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин тытăмĕнче ĕçлеме, службăра тăма май пур. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ А.Маурин пĕлтернĕ тăрăх, çар комиссариачĕ урлă 19-20 çулсенчи каччăсемпе хĕрсен е çемьеллĕ çынсен Калининград, Рязань, Санкт-Петербург тата ытти хуласенче вырнаçнă çар шкулĕсенче 2 çул та 10 уйăх вĕренсе тĕрлĕ специальность илме майсем пур. Вĕренме кĕрсен курсантсене общежитипе тивĕçтереççĕ, е вĕсем хваттер тара тытма пултараççĕ. Оборона министерстви хваттер укçи тỹлессипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма компенсаци тỹлет, курсантсене кунне виçĕ хутчен тỹлевсĕр апат çитереççĕ, тỹлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тата тумтирпе тивĕçтереççĕ. Хĕлле 15 куна, çулла 30 куна отпуска яраççĕ, çул укçишĕн кайнă тăкака саплаштарнине те палăртса хăвармалла. "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан курсантсене 20000 тенкĕ, "4" паллăсемпе - 15000, "3" паллăсемпе вĕренекенсене 8000 тенкĕ стипенди тỹлеççĕ. Вĕренсе тухакансене 35000 тенкĕрен пуçласа 50000 тенкĕ таран пĕр хут тивекен тỹлевпе хавхалантараççĕ. Вĕренỹ условийĕсем пирки тĕплĕнрех маларах асăннă уйрăмран (8-835-39) 5-13-32 ыйтса пĕлме пулать.