07 июня 2011 г.
Алă ĕç пултарулăхне чĕртсе ярас, сыхласа хăварас тата малашне аталантарса пырас, çак ĕçе çитĕнсе пыракан ăрăва явăçтарас тесе Чăваш Енре, хамăр тăрăхра мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, "Республикăри халăх пултарулăх çурчĕ" автономи учрежденийĕ 2011 çулхи нарăс - çĕртме уйăхĕсенче "Çемье мастерскойĕ" конкурс-курав ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ, ятарлă положени çирĕплетнĕччĕ. Асăннă конкурс-курава 3 тапхăрпа ирттернĕ: пĕрремĕшĕ - муниципаллă районсенче, иккĕмĕшĕ - зонăри конкурс-куравсем, виççĕмĕшĕ - республикăра. Елчĕк енрен зонăри конкурс-курава 2 çемье - Елчĕк ялĕнче пурăнакан Кузнецовсем тата Аслă Пăла Тимешри Парферьевсем хутшăнчĕç. Ылтăн алăллă çынсем çинчен лайăхпа асăнмасăр май та çук. Парферьевсем чăннипех те мухтава тивĕç. Римма Витальевна, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ, темĕн те тума пултарать, ахальтен мар вăл республикăра иртекен тĕрлĕ конкурссенче темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăнчĕ. Унăн Наташăпа Ольга хĕрĕсем те амăшĕ пекех пултаруллă, ỹкерме, тĕрлĕ япаларан кỹлепесем тума юратаççĕ, тĕрĕ-çĕвĕ ĕçне те ăста. Елчĕкри Кузнецовсен çемйи те ырă ята тивĕç. Çемье пуçĕ - Сергей Витальевич кĕленче çине тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа ỹкерчĕксем ăсталама ухата. Унăн мăшăрĕ - Светлана Алексеевна (Елчĕк район сучĕн председателĕ) çинçе лентăран тĕрлесе, çĕлесе тĕлĕнмелле илемлĕ тĕрĕ тума пултарать. Марийăпа Настя хĕрĕсем хутран хуçлатса питĕ хỹхĕм те илĕртỹллĕ япаласем ăсталанă. Çакăн пек хитре ха-тĕрсем тума ăçтан пушă вăхăт тупаççĕ тулĕккĕш? Республикăри конкурс-куравра 130 маçтăрăн ĕçĕсенчен чи лайăххисене суйласа илме çăмăлах пулман. Елчĕксем яланхи пекех малта. Парферьевсен çемйи "Йывăç çине илемлетсе ỹкерни" номинацире III степень диплом илме пултарнă, Кузнецовсен çемйине "Творчествăри тимлĕхшĕн" дипломпа наградăланă.
Сăн ỹкерчĕкре: Р.Парферьева (варринче) çĕнтерỹçĕ-маçтăра чысланă самантра.