Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă

07 июня 2011 г.

Вĕсен ĕçĕпе кăмăллă Таçтан аякран илемлĕн курăнса ларать Лаш Таяпари ваттисен вăхăтлăх пурăнакан çурчĕ. Йĕри-тавра килти пекех илемлĕ те тирпейлĕ, хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Шала кĕрсен тирпейлĕх, тасалăх хуçаланать. Пỹлĕмĕсем çутă, ăшă. Çакăнта ĕнтĕ 2004 çулта 3 ватă хăйсене канлĕх, хỹтлĕх тупнă. Коллектив çулран-çул йыш хушса пынă. Паян 9 ватă çак çуртра шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнать. Ватлăхра пĕччен юлнисем кунта пурăннăшăн хĕпĕртеççĕ. Вĕсене кашни кун тутлă апат, таса та ăшă вырăн кĕтет. Кунти ватăсем соцработниксемпе питĕ кăмăллă. Вĕсен çепĕç чĕлхи кинемисемпе икĕ старике малалла пурăнма хистет, шанчăк парать. Н.Спиридонова, О.Игнатьева, Е.Воронина, А.Абдулкина соцработниксем, Л.Князева заведующи ватă çынсем килти пекех ăшша туйччăр тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Кунсерен вĕсем ватă çынсенчен ырă сăмахсем, ватă çын пехилне илтеççĕ. Çакă та ĕнтĕ вĕсене малалла тăрăшса ĕçлесе пыма хавхалантарать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика