Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ачасем - пирĕн телей"

07 июня 2011 г.

Яманчỹрелĕнчи нумай ачаллă çемьене шыраса тупма йывăрах пулмарĕ. "Сортировочная" ятлă урамра икĕ хутлă капмар çурт пĕрре кăна. Унта пурăнаççĕ пилĕк ачаллă Красновсем. Кăнтăрла вăхăтне çитнĕрен çемье пỹртреччĕ. Аслисем телевизор пăхаççĕ, чи кĕçĕнни диван çинче хуп турттарать. Наташа хунямăшĕпе ачисене апат çитернĕ те кухньăра тирĕк-кашăк çăвать. Унтан кил-çуртне пуçтармалла. Кунта ăна аслă хĕрĕ пулăшать. 84 çулхи Анна Антоновна юлашки вăхăтра сывлăх енчен хавшарĕ те ăна та пăхмалла. Кил хуçи, Владимир Николаевич, ĕçре. Вăл Тутарстанри Мăкăр ялĕнчи карьерта экскаваторщик пулса тăрăшать. 15 çул кỹршĕ ял сукмакне такăрлатать пилĕк ача ашшĕ. Ĕçлеме ỹркенмест арçын, хăйĕн ылтăн аллипех кил-çуртне туса лартнă. - Тумалли нихăçан та пĕтмест. Хуралтăсене те çĕнетмелле, - тет пилĕк ача амăшĕ. Наталья Николаевна кун иртнине сисмест. Йышлă çемьере самантлăха та пушанма йывăр. Халĕ пушшех канăç çук. Çум курăк ỹссех тăрать. Часах амăшĕ "чĕпписене" ертсе пахчана тухать. Кунта вара туслă çемье шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлет. Тутарстанри Пăва районĕнчи Кушник ялĕн хĕрĕпе Яманчỹрел каччи вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Пĕр-пĕрне савакан çамрăксем 1992 çулта çемье çавăрнă. Туслă та килĕшỹллĕ çемьере çулран-çул йыш хушăннă. Чи малтанах хĕр çуралнă. Надя кăçал 10 класс пĕтерчĕ. Амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ вăл. Унтан Коля, Алеша (тăхăр, ултă класс пĕтернĕ). Арçын ачасем спорта юратаççĕ. Малтанах Яманчỹрел ачисене Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Ермакова тĕрлĕ ăмăртусене çавăтса çỹрерĕ тесен те йăнăш мар. Пĕрре илсе кайрĕ çапла кĕрешме, тепре. Халĕ Кольăпа Алеша хăйсен виçинче кĕрешсе призерсен йышне кĕреççĕ. Районти ăмăртусене кăна хутшăнмаççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть кỹршĕ республикăран çĕнтерỹпе таврăнчĕç. Çăмăл атлетикăна та кăмăллаççĕ вĕсем. Антон тăватă çулта. Вăл пиччĕшĕсем кĕрешнине тимлĕн пăхса ларать. Çулталăк та виçĕ уйăхри Инесса пĕрремĕш сăмахсем калать. - Ачасем пирĕн телей. Сывлăхĕсем пулччăр. Тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе патшалăха юрăхлă çын тăвасчĕ, - тет Наташа. - Кил-çурт ача сассипе илемлĕ. Мĕн пĕчĕкрен пысăк çемье пирки ĕмĕтленнĕ эпĕ. Н.Краснова юлашки çулсенче патшалăх нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрнăшăн кăмăллă. - Паллах, ачасене патшалăх çине шанса çуратман. Çапах та Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен" Указне ырласа йышăнтăмăр, - тет пилĕк ача амăшĕ. 

 Сăн ỹкерчĕкре: Красновсен çемйи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика