07 июня 2011 г.
Манăн кукка çар ретне 1982 çулхи авăн уйăхĕн 29-мĕшĕнче тăнă. Канаш хулинчен вĕсене чи малтанах Киргизи Республикине илсе кайнă. Шартлама хĕл çитсессĕн, раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче, вĕсен ушкăнне Афганистана илсе çитернĕ. 25-мĕш батальон манăн куккашăн, Николай Иосифович Галкиншăн, тăван çемье вырăннех шутланнă. Пули-Хумри хулинче вырнаçнă гарнизонран вĕсем кашни кун юлташĕсемпе тĕрлĕ хулана рейса тухнă. Вăтам кĕлеткеллĕ, патвар яш-пỹллĕ салтак чăн вăрçăра пулсан та сăпайлăхпа ырă кăмăлне упраса хăварнă. Сассине хăпартмасăр, çемçен, шухăшласа калаçать Афган çĕрĕ çинче воин-интернационалист тивĕçне пурнăçланă салтак паян та. Колоннăра утмăлшар машина пулни çинчен каласа парать вăл. Чылай чухне вĕсене душмансем тапăннă. Н.Галкин ушкăнри пилĕк юлташĕпе пĕрле пĕр йывăр çапăçура паттăрлăх кăтартнă. Уншăн вĕсене "Çапăçури паттăрлăхшăн" медаль парса чысланă. Колоннăран çул айккине тухса кайма юраман. Мĕншĕн тесен пĕр утăм айккинелле пăрăнсанах мина сирпĕтсе яма пултарнă. Куккапа пĕрле пулнă салтаксенчен чылайăшĕ тăванĕсем патне каялла таврăнайман. Украинăран, Пушкăрт Республикинчен, Владимиртан, Ульяновскран салтак ретне тăнă яшсем аякри Афган çĕрĕ çинчех выртса юлнă. Манăн кукка та хĕрỹ çапăçусенче чылай пулнă. Ăна машина айĕнче çĕр каçма та, сивĕ çĕр çинче выртма та тивнĕ. Йĕркеллĕ çывăрайманран, чылай çапăçура хăранăран куккан сарă чирĕпе сывлăхĕ хавшанă.