Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакран килсессĕн ăш çыру

07 июня 2011 г.

Салтакран килсессĕн ăш çыру

Кĕçĕн Таяпа шкулĕн директорĕ М.Скворцов выпускниксен шăпипе чылай çул иртсен те кăсăклансах тăрать. Йĕкĕтсемпе хĕрсем те яла таврăнсан чи малтанах юратнă вĕрентекенсене курма шкула кĕрсе тухаççĕ. Çак ырă йăлана çар службинчен отпуска килекен е службăна вĕçлесе яланлăх таврăнакан салтаксем те пăхăнаççĕ. Çак кунсенче Михаил Петрович редакцие Кĕçĕн Таяпари Сергей Петров службăра тăракан çар чаçĕн командованийĕнчен ашшĕ-амăшĕн ячĕпе килнĕ Тав çырăвне илсе килчĕ. Çырура командир Роза Васильевнăпа Александр Ильич Петровсене çирĕп сывлăхлă ывăл, тивĕçлĕ салтак çитĕнтерсе ăна тĕрĕс воспитани панăшăн тав тунă. - Сергей шкулта вĕреннĕ вăхăтрах правурлăхпа палăрса тăратчĕ, вĕренỹре тăрăшуллăччĕ, спортра та малтисен ретĕнчеччĕ. 9-мĕш класс хыççăн вăл Шупашкарти строительство техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ, - кăмăллăн пĕлтерет шкул директорĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: С.Петров.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика