Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре - вăй

07 июня 2011 г.

Тунти кун районта Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн вырăнти политканашĕн анлă ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта районти обществăлла организацисен ертỹçисем те хутшăнчĕç. Политканаш членĕсем ларура çĕр-шыв шайĕнчи паянхи çивĕч - "Единая Россия" парти çумĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ ятпа обществăлла юхăм йĕркелес ыйтăва сỹтсе яврĕç. Асăннă юхăмăн тĕп тĕллевĕсем анлă. Çав шутра Раççее тата та вăйлăрах тăвасси, демократие çул парасси, çĕнĕрен те çĕнĕ пуçарусене, инноваци технологийĕсене пурнăçа кĕртесси, кадрсене çĕнетесси тата ытти те. Партин çак ырă пуçарăвне унăн ертỹçи В.Путин та ырланă. "Единая Россия" партин "Развитие Юга России" ятпа иртнĕ конференцийĕнче вăл обществăн сывă вăйĕсене Пĕтĕм Раççейри халăх фронтне пĕрлештерме сĕннĕ. - Çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн тăрăшакан кашни партие е обществăлла организацие пĕрлештереме сĕнес килет манă çак юхăма. Çак пĕрлешỹ пĕр шухăшлă, çĕр-шыва мала яракан çĕнĕ пуçарусемпе тата сĕнỹсемпе пуян кашни политика вăйĕшĕн уçă пултăр, - тенĕ вăл. Правительство Председателĕ çак ыйтăва общество организацийĕсен деятелĕсемпе иртнĕ тĕл пулура хускатнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн координаци канашне йĕркеленĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ çумĕнче экономикăпа социаллă тĕпчевсен институтне ертсе пыма Чăваш Республикин пĕрремĕш Президентне Н.Федорова шаннă. Ларура "Единая Россия" партин вырăнти политканашĕн членĕсем "Единая Россия" политика партийĕ çумĕнче халăх фрончĕ йĕркелес пуçарăва ырларĕç. Çак кунсенче асăннă ыйтупа "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн пуçламăш организацийĕсенче пухусем ирттерме палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика