07 июня 2011 г.
Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин Культура кунĕсем, шăмат кун Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Ульяновскри халăх культурин центрĕн филиалĕнче - Халăх пултарулăх музейĕнче - "Халăх кĕмĕл тумпа" курав йĕркеленĕ. Унпа ЧР культура министрĕ Роза Лизакова тата Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Сергей Морозов паллашнă. Палăртса хăварар, выставкăн пĕрремĕш пайĕнче XVIII - XX ĕмĕрсенчи халăх çи-пуçĕ тĕп вырăн йышăннă. Унта Чăваш Енри тури, вăтам, анат чăвашсем, унсăр пуçне, Самар, Пушкăрт, Чĕмпĕр, Сăрă ту чăвашĕсен кĕмĕл укçасенчен хатĕрленĕ костюм ансамблĕсем те пур. Куравăн тепĕр пайĕнче - паян фольклорта, эстрадăра усă куракан, çамрăксен уявĕсенче тăхăнакан хальхи йышши костюмсем. Çавăн пекех кунта Татьяна Петрова, Мария Симакова, Зинаида Воронова, Татьяна Шаркова ăстасен ĕçĕсене тăратнă. Ульяновск облаçĕнчи драма театрĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн "Шывармань" (Ф.Васильев) оперине кăтартнă. Пĕтĕм Раççейри чăвашсен наци уявне Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Республика пуçлăхĕ уяв пуçланиччен мăшăрĕпе тата хĕрĕпе пĕрле И.Я.Яковлев паллă просветитель палăкĕ умне чечек кăшăлĕ хунă. Уява Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Сергей Морозов, Раççей Патшалăх Думин Ют çĕр-шывсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Чăваш Республикинчи официаллă делегаци членĕсем хутшăннă. Ун хыççăн Чăваш Ен Президенчĕпе Ульяновск облаçĕн губернаторĕ Правительство çуртĕнче ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев облаç губернаторне кунта хăйсене ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Уяв пултарулăх коллективĕсем утса иртнинчен пуçланнă. Пирĕн республика артисчĕсем юрăсем шăрантарса Çĕнтерỹ, Ленин площачĕсемпе, Гончаров, Кузнецов урамĕсемпе утса иртнĕ, унта вĕсем Ульяновск облаçĕн творчество ансамблĕсемпе пĕрлешнĕ. Вĕсен çумне Раççейри 24 регионран тата тĕнчери 4 çĕр-шывран килнĕ диаспорăсем пĕрлешнĕ. Пурĕ 85 творчество коллективĕ пин тĕрлĕ сасăпа чăваш халăхĕн "Алран кайми" юррине шăрантарнă. Уяври чи савăнăçлă самант _ патшалăх наградисене пани. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Ульяновск облаçĕн губернаторне Сергей Морозова икĕ регион хушшинчи экономикăпа культура çыхăнăвĕсене çирĕплетессинче пысăк тỹпе хывнăшăн "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орден медалĕпе наградăланă. Çакăн пек сума Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наци культурăпа облаç автономийĕн ĕç тăвакан комитечĕн председателĕ Владимир Саев та тивĕç пулнă. Ульяновск облаçĕн губернаторĕ пирĕн Чăваш Республикин культура министрне Роза Лизаковăна УАЗ автомобилĕн уççине панă. Чăваш пукане театрĕн автопаркĕ тепĕр çĕнĕ автомашинăпа пуянланĕ. Ленин площадĕнче халăх промыслисен маçтăрĕсем туса хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласен выставкине, суту-илĕвне йĕркеленĕ. Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи обществăлла апатлану предприятийĕсем хăйсен продукцийĕсене те тăратнă. Чăваш маçтăрĕсен алă ĕçĕн изделийĕсем, хĕрарăмсене капăрлăх кĕртмелли тĕрлĕ япаласем хăнасен чунĕсене тыткăнланă. Шупашкарти "Букет Чувашия" сăра пĕçерекен фирма йĕркеленĕ павильонпа та регионсен пуçлăхĕсем кăсăкланса паллашнă. Чи пĕчĕк хăнасем валли те ачасен Акатуйне йĕркеленĕ. Кунта наци вăййисене йĕркеленĕ тата ытти кăсăк япаласем те нумай пулнă. Н.М.Карамзин скверĕнче "Играй, гармонь!" вăйă концерчĕ иртнĕ. Чăваш Республикинчи эстрада ушкăнĕ çамрăксем валли этно-дискотека йĕркеленĕ. Ульяновск хулинче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйне пирĕн районти пултарулăх ушкăнĕсем, спортсменсем те хутшăннă. Уйрăмах спортсменсем пысăк çитĕнỹсемпе савăнтарнă. Акă, кире пуканĕ йăтакансен турнирĕнче пъедесталăн картлашки çине Елчĕксем хăпарнă. Арçынсен ушкăнĕнче С.Соловьев(Кавал) - пĕрремĕш, О.Николаев (Ĕнел) - иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. Хĕрарăмсен ушкăнĕнче Е.Козлова (Кĕçĕн Таяпа) - пĕрремĕш, В.Николаева (Ĕнел) - виççĕмĕш, Е.Еремеева (Питтĕпел) тăваттăмĕш вырăнсене тухнă.